Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă панă хăватпа

06 августа 2011 г.

Антропологи тĕпчевĕсем этем организмĕ çĕр çинче 200 çул ытла пурăнма пултарнине кăтартса панă. Паллах, кунта тĕрлĕ фактора шута илмелле.

Кирек кама уявпа саламланă май 100 çул пурăнма сывлăх, вăй-хал сунатпăр. Анчах пĕр ĕмĕр урлă каçакансем пирĕн таврара питĕ сахал. Вĕсем ытларах Кавказ тăрăхĕнче чылай.

Шурут ялĕнче пурăнакан Евдокия Александровна Уразаева эрне каялла 102 çул тултарчĕ. Çак ятпа хатĕрленĕ уяв кĕреки пушă пулмарĕ. Кинемее саламлама пÿрт тулли хăна пуçтарăнчĕ.

Евтук аппа 1909 çулта июлĕн 30-мĕшĕнче Йăвашкелте çуралнă. Ашшĕпе амăшĕн, Сантăрпа Униççен, умлă-хыçлăн 9 хĕр çут тĕнчене килнĕ. Евтук виççĕмĕш ача пулнă. Упăшкипе арăмĕ ывăлсене кĕтсе илнĕ-илнех. Хĕрсем хыççăн 3 арçын ача çуралнă. Хырăмра тĕвĕленнĕ 13 пĕр тăванран 5 хĕрĕ чĕрĕ-сыввăн ÿснĕ, икĕ ывăл Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуç хунă. Нумай ача çу-ратнă хĕрарăм вăрăм шăпаллă пулнă, 95-ре çĕре кĕнĕ.

Евтук аппа йăхĕнчи çынсем нумай çул пурăнакансем иккен (ашшĕ 80-ра ĕмĕрлĕхе куç хупнă). Халĕ вăл хăйне лайăх туять. Тирпейлĕ те таса çи-пуçпа çÿрет, ăс-тăнĕ чиперех, хăлхи аван илтет. Куç курасси кăштах чакнă ĕнтĕ. Кинĕпе, Галина Прокопьевнăпа, шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Ывăлĕ те, Василий Тимофеевич, амăшне питĕ хисеплет. Ватă çынна мĕнле пулăшу кирлĕ — вĕсем яланах юнашар. Паллах, Евтук аппан вăрăм кун-çулĕн вăрттăнлăхне пĕлес килет. Сăлтавĕ мĕнре-ши? — Ыттисенчен уйрăм пулман. Хура-шурне, нуши-тертне пайтах курнă. Ĕмĕрĕпех ĕçре пилĕк авса тар тăкнă. 5 ача çуратрăм — икĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Икĕ хĕр пĕрчийĕ çамрăклах пĕр эрне хушшинче çĕре кĕчĕç. Хуйхă-суйхă пусрĕ тесе эрех черкки айне пулман. Пур йывăрлăха ĕçре ирттерсе янă.

Халĕ икĕ ывăлăмпа, кинĕмсемпе, мăнуксемпе, вĕсен ачисемпе савăнатăп. Мана пурте юратаççĕ, хисеплеççĕ. Кунтан ытлашши мĕн кирлĕ?» — тет кинемей.

Евтук аппа пурнăç тăршшĕпех кашни эрнере, юн кунпа эрне кун, типĕ тытнă. Сурхури, Мăн кун тата ытти чиркÿ уявĕсен вăхăтĕнчи йĕркене çирĕп пăхăннине, нумай ĕçлесе нушаланнине, эрех-сăрапа туслашманнине, çут çанталăка юратнине кура Турă хăйне хăват панă тесе шутлать вăл.

Ырă йывăçăн çимĕçĕ те тутлă теççĕ халăхра. Евдокия Александровна икĕ ывăлне те аслă пĕлÿ панă. Василий Тимофеевич, 1932 çулта çуралнăскер, Мускаври Скрябин ячĕллĕ ветеринари академине вĕренсе пĕтернĕ. Вăрçă пĕтсен тепĕр çултан кун çути курнă Валерий Ульяновскри çар училищинче вĕренсе связист дипломне алла илнĕ. Сăмах май каласан, Василий Тимофеевичпа Галина Прокопьевнăн 3 ачи те хăйсен профессине медицинăпа çыхăнтарнă (пĕр хĕрĕпе ывăлĕ — ветврачсем, тепĕр ывăлĕ медучилище пĕтернĕ).

Евдокия Уразаевăна çуралнă кунпа саламлама районти Пенсионерсен союзĕн ертÿçи В.И.Пундяков хутшăнчĕ. Ырă та çепĕç сăмахсем ватă кинемейшĕн — пылпа çу вырăнĕнчех. «Кооператор» производство комбиначĕн директорĕ Е.А.Карпеева тутлă шывсем парса пысăк пулăшу тата савăнăç кÿчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика