Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕкренех сценăна хăнăхаççĕ

16 февраля 2011 г.

Йÿç Шăхаль пуçламăш шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăтăшах халăх умне тухса концерт лартаççĕ, ял çыннисене савăк кăмăл парнелеççĕ.

Акă февралĕн 10-мĕшĕнче те вĕсем хăйсен пултарулăхне «Победа» ЯХПК ĕçченĕсем умĕнче кăтартрĕç. 1—4-мĕш классен ачисем (ертÿçи — Т.М.Казакова учитель) «Качака», «Наянлăх» тата ытти юрăсем янăратрĕç. Ун хыççăн вара ача садне çÿрекенсем Г.В.Курбатина воспитательпе пĕрле «Нумай пурăн эсĕ, анне», «Часах шкула каятпăр» юрăсем юрларĕç.

Куракансем çавăн пекех Никита Носков, Толя Зотов, Регина Архипова тата Лиана Тимайкина çамрăк сăвăçсен сăввисемпе те паллашрĕç. М.А.Всеволодова, Г.В.Курбатина, Т.М.Казакова, Г.Н.Андреева тата Л.А.Фомина шкул ĕçченĕсем юрланă хыççăн куракансем савăк кăмăл парнеленĕшĕн тав туса тăвăллăн алă çупрĕç. Мария Алексеевна директор хăй хайланă сăвăсем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсемпе те куракансем умне тухрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика