Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă çуртра çĕнĕ ăру çитĕнет

05 февраля 2011 г.

Çын ĕçлеме юратнине вăл тытса пыракан хуçалăха кура хаклаççĕ. Енчен те çурт хитре пулсан, кил-çурт çумĕнчи территорире тирпей-илем хуçалансан — унта ĕçчен те тăрăшуллă хуçа пурăнать.

Шурут-Нурăсри Ершовсен çĕнĕ çурчĕ хăтлă та илемлĕ. Мария Николаевнăпа Валерий Васильевичăн капмар çуртне асăрхамасăр иртеймĕн те.

— Çурта лартнипе çурт лартаймăн,— теççĕ халăхра. Паллах, канăçсăр кунсем чылай пулчĕç. Çывăх тăвансен, тус-юлташсен, ял-йыш пулăшăвĕсĕр çурт хăпармасть. Ĕлĕкхи меслетпе — нимелле те ĕçленĕ. Кăçал патшалăх пулăшса укçа-тенкĕ пани те савăнтарчĕ,—терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

В.В.Ершов вăтам шкул пĕтерсен Канашри училищĕре сварщик специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн вара çар тивĕçне пурнăçланă. Тăван яла таврăнсан «Урожай» колхозра нумай çул сварщикре тăрăшнă. Валерий Васильевич 2005 çултанпа — Шурут вăтам шкулĕн газ операторĕ.

М.Ершова (хĕр чухнехи хушамачĕ Секретарева) вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Канашри 16-мĕш номерлĕ училищĕре ЭВМ операторне вĕренсе тухать. Ун хыççăн вара вăл ялти райпо магазинĕнче сутуçăра ĕçлет.

2001 çулта Ершовсем пĕр çемьене чăмăртаннă. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтереççĕ вĕсем.

— Ывăлсем валли те çурт тума ĕмĕтленетпĕр,— пĕлтерчĕ кил хуçи хăйĕн шухăшне.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика