Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурутсен лашисем Йĕпреçре палăрчĕç

30 июня 2010 г.

Июнĕн 25-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕ çумĕнче лаша спорчĕн «Камай уйĕн урхамахĕсем-2010» республикăри XIV ăмăртăвĕсем иртрĕç. Турнирта 4 тĕрлĕ ăмăрту пулчĕ: юлан утсем 1330 метра чупасси, тиенĕ урапана вырăнтан хускатса 30, 120 метра куçарасси тата хăнасем хушшинчи «Знаток конного дела» конкурс. Унта пирĕн районти «Урожай» колхозран тăватă ут хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ тĕрлĕ тупăшура ăмăртрĕç. Юлан утсем 1330 метра чупрĕç. Пĕлтĕр çакăнта çĕнтерÿçĕ пулнă Кобра кăçал та малта пыратчĕ. Анчах финиша çитме темиçе метр юлсан вăл темшĕн чăхăмларĕ, Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнчи лаша пĕрремĕш тухрĕ. Александр Пыркин тата Алексей Скворцов юлан утçăсем тытса пыракан Машкăпа Стекляшка вара финиша умлăн-хыçлăнах çитрĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ăмăртусене хутшăнакансене Геннадий Пыркин конюх хатĕрленĕ.

Йывăр тиенĕ лавсене 120 метра куçармалли конкурса та хутшăнчĕç шурутсен урхамахĕсем. Анчах кунта вĕсем нимĕнпех те савăнтараймарĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика