Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменлĕхсене - хăвăнпа, çитĕнÿсене ĕçтешсемпе çыхăнтар

29 мая 2010 г.

Сарă хĕвел «ташласа» тухнăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха, вăл вара - çÿллĕ, сарлака хул-çурăмлă, хитре арçын - хирте çÿрет. Пĕшкĕнсе ешĕл калчана пахалать, унтан таврана куç ывăтать. Чунра мĕнешкел ырă, паха: çĕнĕ кун килет! Комсомольски районĕнчи Урожай колхоз председателĕшĕн Алексей Никифорович Ершовшăн кашни кун çакнашкал пуçланать. «Тăватă сехетре ĕçе каймарăн тăк санăн лашу та, урапу та çук е урапу кустăрмасăр ларать», - тет вăл ытарлăн.

Лаша тенĕрен:

«Турă лашине кÿлме пĕлес

пулать,

Кÿлме пĕлес пулать анчах мар,

Кÿлме пĕлес пулать, тытма

пĕлес пулать,

Унсăрăн çулне çухатать».

Çак юрра питĕ кăмăллать вăл. «Хама та кÿлсе янă пекех шухăшлатăп», - пытармасть председатель.

Вăл ертсе пыракан колхоз Каçал тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та чи вăйлисен йышĕнче. Кунта тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ /вăл шутра лаша та нумай/, утар тытаççĕ. Хуçалăхăн 3150 гектар çĕр. Кунта ик çĕре яхăн çын вăй хурать. «Ял çыннисем кашни кун ĕçе çÿреççĕ. Механизаторсене те яланах ĕç тупса пама тăрăшатпăр. Хĕлле, сăмахран, вăрман касатпăр, строительство материалĕсем хатĕрлетпĕр», - паллаштарать хуçалăх ĕç-хĕлĕпе Алексей Ершов.

Алексей Никифорович чылай çул каялла колхоз «тилхепине» тытсанах обкомран килнĕ тÿре каланине асрах тытать. «Механизаторсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăш. Вĕсемпе килĕштерсен сана ĕçлеме çăмăл пулĕ», - тенĕ вăл. Халĕ председатель: «Манран килнĕ тĕк паркри мĕн пур механизатора Чăваш Ен тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ячĕсене парăттăм», - тет.

Алексей Ершов пĕр чăнлăха çирĕп пăхăнать: çитменлĕхсене яланах - хăйĕнпе, çитĕнÿсене пĕрле ĕçлекенсемпе çыхăнтарать.

Ĕçлĕлĕхĕпе, сатурлăхĕпе, ăс-хакăлĕпе, ĕлккенлĕхĕпе палăрать пулин те мухтанма юратмасть. Ентешĕсене çынлăхĕпе, сăпайлăхĕпе савăнтарать. Унăн ĕç кĕнеки те хулăн мар: унта икĕ вырăнта вăй хунине çеç палăртнă. 13 çул - тăван шкулта /вăл шутра - директорта та/, 25 çул - колхоз председателĕнче.

Çак кунсенче Алексей Никифорович 6 теçетке çул тултарнине паллă тунă.

- Калăр-ха, 60 çул арçыншăн мĕн вăл? Пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт е...

- Аллă тултарсан хальччен мĕн тунă-ха, тата мĕн пурнăçламалла-ха тесе сĕре нумай шухăшлаттăм. Ман шухăшпа - аллă урлă каçнă çын ăс-хакăл енчен çулсерен мар, кунсерен çирĕпленсе, пуянланса пырать. Çыншăн ырă тăвас туртăм вăйланать. Хăвшăн мар, обществăшăн ытларах ĕçлетĕн. 60 çул - арçыншăн çирĕпленсе çитнĕ вăхăт. Кирек камшăн та пурнăçра тĕллев пулмалла: аякри, вăтамми, паян тумалли. Вĕсем манăн пĕри те çухалман.

- «Манăн çулсем - манăн пуянлăх», - теççĕ. Вĕсем чăннипех пуянлăх пулнине туятăр-и?

- Тĕлĕнмелле тĕрĕс сăмахсем. Чăвашсен ăслă шухăш, ваттисен сăмахĕ питĕ нумай. Сăмахран, нимрен нимĕр пĕçереймĕн. Нимрен темĕн те тутарасшăн паян, эсĕ пар-ха малтан мĕн те пулсан, пулăш - кайран ыйт. 50 çулччен çын йăнăшма та пултарать тейĕпĕр. Халĕ вара ыранхи куна кăна мар, çулталăкран мĕн пулассине те чухлатăп.

- Эсир пурнăçăра 10-12 çултанах колхозпа çыхăнтарнă.

- Кăнтăрла колхоз хирĕнче вăй хунă. Ĕçе вĕçлесен вăрмана çÿçе хуппи сÿме çÿренĕ. Ăна шăлпа кăшласа мĕн чухлĕ сÿмен-ши? Вăрмана кайнă чухне атте: «Алюш, нихăçан та аçупа аннÿ хыççăн ан ут, ашшĕ-амăш хыçĕнче пыракан ача нихăçан та хастар çын пулмасть. Лаша умĕнче чупса пыракан тиха пек эсĕ те малта пыр», - тетчĕ.

- Сирĕн чун киленĕçĕ пур-и?

- Эпĕ тăван тавралăха, хамăр енчи тĕлĕнмелле ĕçчен халăха юрататăп. Тăван тăрăх туртса хăйĕн авăрне кĕртмен тĕк - эпĕ ĕмĕрне те кунта юлмастăмччĕ. Темĕнле должноç та сĕннĕ мана, майсем те пулнă. Пурпĕр хамăр ялах суйланă. Халĕ хире тухсан хиртен кĕрес килмест, вăрмана кайсан вăрмантан таврăнас килмест.

Киленĕç икĕ тĕрлĕ пулать: каннă самантри тата ĕç вăхăтĕнчи. Ĕç вăхăтĕнче - пуçланине вĕçне çитермеллех. Каннă вăхăтра санпа юнашаррин кулянса лармалла мар. Маншăн чун канăвĕ - çынпа курса калаçни. Тарăн шухăшлă чăваш юррисене юрлама юрататăп. 100 юрă пĕр чарăнми шăрантарма пултаратăп.

- Сирĕн ĕç ăнăçлăхĕ мĕнре?

- Ертÿçĕн яланах пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетме, тишкерме пĕлмелле. Халăх, специалистсен ăс-тăнĕ çине таянса ĕçлемелле. Вĕлле хурчĕ те пĕччен пыл нумай тăваймĕ теççĕ-и-ха? Мăн кăмăллăха кăтартмалла мар. Чунпа илемлĕ пулмалла, ăс-тăна ÿстерсе пымалла.

- Малашнехи ĕмĕт-тĕллев...

- Мĕнле ĕçленĕ - çавăн пекех вăй хурасшăн, мĕнле пурăннă - çавăн пекех пурăнасшăн. Мĕн пуррине аталантарса пырасшăн. Пире пысăк пуянлăх - çĕр тата ирĕклĕх - панă. Ĕçле кăна: колхоз кассине хăвăн кĕсйÿпе ан пăтраштар.

- Интереслĕ калаçушăн тав. Юбилей ячĕпе саламлатăп, çитĕнÿ­сем, çирĕп сывлăх сунатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика