Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулпа çемье – ялан пĕрле

21 апреля 2010 г.

Йÿç Шăхаль пуçламăш шкулĕнче çулсерен ырă йăласем çирĕпленсе пыраççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче те унта шкулпа çемье туслăхне çирĕплетмелли мероприяти ирттерчĕç. Çак кунсенче шкул картишне ĕç хатĕрĕсем йăтса ачасемпе танах ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕ. Хăйсен ирĕкĕпе тăван шкула тирпей кÿртес тесе А.Тарасова, В.Акимова, Р.Ефремова, В.Ефремова, Р.Архипова, С.Носков, Г.Михайлов тата ыттисем те тăрăшса вăй хучĕç. Ашшĕ-амăшĕ ĕçленине кура ачасем пĕринчен тепри маттуртарах пулчĕç. Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ ĕçленĕ хушăрах шкул пурнăçне сÿтсе яврĕç, малашнехи утăмсем пирки ĕмĕтленчĕç. «Тăван шкула кирек мĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах сыхласа хăварасчĕ. Шкулсăр ял вучахĕ сÿнет»,— терĕç ашшĕ-амăшĕсем. Ачасен шăпи, шкул пурнăçĕ çемьепе тачă çыхăнчĕ пулсан, шкул малалла хастаррăн ĕçлесси куç кĕретех.

Ырă сăмахсемшĕн те, ырă ĕçсемшĕн те вĕренекенсене, шкул коллективне тата ашшĕ-амăшĕсене — тав сăмахĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика