Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçре – 38 çул

31 марта 2010 г.

Тăван амăшĕ патне туртăннă пек пынă ун патне ачасем. Эпĕ те çак шкултах ăс пухнă май, ас тăватăп-ха, вĕренÿпе çыхăннă ыйтăва хускатмалла-и е пĕр-пĕр мероприяти йĕркелемелле-и — тÿрех ун патне чупнă. Вăл вара хăйĕн вăхăтне вĕренекенсемшĕн пĕртте шеллемен. Сăмахăм Ю.Е.Ложкова пирки пырать.

Юлия Ложкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Егорова) 1935 çулта Шупашкар районĕнчи Питукасси ялĕнче рабочи çемйинче çуралнă. Пилĕк ачаран кĕçĕнни пулнă вăл. Вĕсене амăшĕ, Мария Егоровна, мĕн пĕчĕкренех кирек мĕнле ĕçе те юратса тума, унра савăнăç, телей тупма вĕрентнĕ. Хĕр чăтăмлă, ĕçчен, вашават пулма ачаранах хăнăхса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕнченех куçнă-тăр çакă. Вĕсем, вĕри те лара-тăра пĕлменскерсем, кăвак çутă килсенех картишĕнче кăштăртатнă, ун хыççăн вара темиçешер талăк командировкăра пăрахут çинче ĕçленĕ. Килте ачисемех ĕçлесе тăнă. Маттур та пултаруллă Юля та яланах хуçалăхра амăшне пулăшма тăрăшнă, аслисемпе юнашар тăрса пĕтĕм ĕçе тунă.

Шкулта хĕр ача тăрăшса вĕреннĕ, математика, хими тата биологи предмечĕсемпе тарăн пĕлÿ илме ăнтăлнă. Тĕрлĕрен кружоксене, секцисене çÿреме те ÿркенмен. «Пирĕн вăхăтри кашни ачан ĕмĕчĕ малалла вĕренме кайса пĕлÿ илесси пулнă. Ăс-тăна ÿстерес тесе библиотекăри кĕнекесене юратса вулаттăмччĕ»,— аса илчĕ Юлия Егоровна.

Çывăхри Шăмăш ялĕнче 7 класс пĕтернĕ хыççăн аслă классене Шупашкар хулинче вĕренсе тухнă. Вăтам шкул пĕтерни çинчен 1954 çулта аттестат илнĕ çулах педагогика институтне биологи тата хими факультетне вĕренме кĕрет.

1959 çулта, аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне алла илсен, Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче учительте ĕçлеме пикенет. «Унта паллашрăмăр та ĕнтĕ пулас мăшăрпа — Мирон Антоновичпа. Вăл математика предмечĕпе пĕлÿ паратчĕ ачасене. Ун чухнех ман çине куç хывнă пулĕ каччă»,— аса илчĕ Юлия Егоровна. Патăрьел тăрăхĕнче 2 çул шкулта тăрăшнă хыççăн Шупашкарти 25-мĕш номерлĕ шкулта ĕçлеме пуçлать.

«1963 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче асамлă çыру илтĕм: конверчĕ çине те, çырăвне те хĕрлĕ тĕслĕ пастăпа çырнă. Унта Мирон Антонович мана хăйĕн туйăмĕ тата манпа пурнăçне малалла пурăнса ирттересси çинчен ĕмĕтленнине çырса пĕлтернĕччĕ. Тепĕр икĕ уйăхран пĕрлешсе туй турăмăр. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан Шурут вăтам шкулĕнче çав çулах директорта вăй хума пуçларăм. Çемьере яланах килĕшÿ хуçалантăр тесен вара, пĕр-пĕрин хушшинчи юратусăр пуçне, пĕр пек интерес, тĕллев, ĕмĕтсем те пĕрлех пулмалла. 46 çул шăкăлтатса пурăнтăмăр, пĕр сивĕ сăмах та илтмен мăшăртан»,—шывланнă куçĕсене шăлчĕ Ю.Ложкова. Чĕре суранĕсем ытла та тарăн-çке хĕрарăмăн. Темиçе уйăх каялла, йывăр чире пула, Мирон Антонович пурнăçран уйрăлнă...

Ложковсем 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ, Анатолий, шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлет. Галина, ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнăскер, хăйĕн çемйипе тĕп хуламăрта тĕпленнĕ. Регина библиотека тытăмĕнче тăрăшать. Йĕкĕрешсем, Верăпа Володя, хăйсен çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. Пурте вĕсем аслă пĕлÿллĕ.

Ачисем тăтăшах амăшĕ патне килсе çÿреме тăрăшаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ.

Ю.Е.Ложкова вĕрентсе кăларнă ачасем хушшинче — тухтăрсем, вĕрентекенсем, ял хуçалăх тата культура ĕçченĕсем, экономистсемпе юристсем, паллă инженерсемпе строительсем. Паянхи кун та вĕсем ăна тав тăваççĕ, шăнкăравлама, саламлама та манса каймаççĕ.

Пурнăç уттинчен нихçан та юлман Юлия Егоровна. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Спортпа тата физкультурăпа та туслă пулнă педагог. Хĕллехи вăхăтра час-часах йĕлтĕрпе ярăннă, шывра ишессипе те нормативсене пурнăçланă.

«Пурăннă чухне сисместпĕр е вăхăт та ялан çитмест пек. Мăшăрпа килĕштерсе пурăнмалла. Çемье ăшшине упрама тăрăшмалла. Çемье вăл — пурнăç тытăмĕ»,— терĕ манпа сывпуллашса педагогика ветеранĕ.

Иртнĕ кунсенче Юлия Егоровна 75 çул тултарчĕ. Манăн та ăна çак ятпа пĕр паллă поэт сăмахĕсемпе саламлас килет:

«Пирĕн аслă учительсем,

Сумлă, ятлă çыннăмăрсем.

Ялта кăна-и, таврара

Пĕлмен çын пур-ши вара?

Ан васкăр-ха ватăлма.

Ĕмĕт — мала ăнтăлма».

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика