Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурут вăтам шкулĕ 170 çулта

11 ноября 2009 г.

Шурут ялĕнчи шкула 1839 çулта уçнă. Унта И.Н.Ульянов 1871 çулта килсе курнă. 1914 çулта пуçламăш пĕлÿ паракан шкул туса хунă. Ултă çултан пионерсен организацийĕ те ĕçлеме пикеннĕ. 1933 çулта 7 çул вĕренмелли шкул йĕркеленĕ.1963 çулта вăтам пĕлÿ паракан шкул пулса тăнă. 2002 çулта Шурут вăтам шкулĕпе Тутар Шурут тĕп шкулне пĕрлештернĕ. 2006 çулта вара — Йÿç Шăхаль тĕп шкулĕпе.

Иртнĕ шăматкун Шурут вăтам шкулĕнчи акт залĕнче юбилее халалласа савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов, районти юсавпа строительство участокĕн ертÿçи В.В.Максимов, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Г.Е.Длинов, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.К.Алексеев, предпринимательсем тата ыттисем те килсе çитрĕç.

Уява Шурут вăтам шкул директорĕ Т.И.Колпакова уçрĕ. Вĕренекенсене, учительсене тата хăнасене ăшшăн саламларĕ. Ун хыççăн сцена çине Г.С.Симаковăпа А.В.Лукина педагогсем тухрĕç, уяв программипе пухăннисене паллаштарчĕç, савăнăçлă концерта та питĕ ăста ертсе пычĕç.

Уяв ячĕпе саламласа Н.А. Максимов шкул директорне Т.И. Колпаковăна район администрацийĕ ячĕпе мультимедийлă проектор илме шанчăк хучĕ (доверенность) пачĕ. «Ку пирĕншĕн, паллах, питĕ хаклă парне. Вăл пире малашне тата та лайăхрах ĕçлеме, пысăк çитĕнÿсем тума хистет»,— терĕ Татьяна Ивановна, парнешĕн кăмăллăн тав туса.

Малалла сцена çине «Урожай» колхоз ертÿçи А.Н.Ершов тухрĕ. «Тĕлĕнмелле маттур та пултаруллă çынсем вĕренсе тухнă çак шкултан. Тĕслĕхрен, И.Я.Яковлевпа Н.И.Ашмаринăн юлташĕ, ирçе халăхĕ валли букварь çырса хатĕрлекенĕ Н.Е.Евсевьев, Тинĕс-çар флочĕн вице-адмиралĕ В.А.Ильин хушамачĕсем кăна пире, шурутсене, мăнаçланма хăват параççĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Лидия Толстова хăйĕн шăпчăк сассипе Раççейре çаç мар, ытти çĕршывсенче те пирĕн шкула чапа кăларнă. Чăннипе каласан, хам та учительте, çак шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ май, çакна калас килет: пултаруллă та маттур кашни вĕренсе тухаканпа мухтанатпăр. Пултăр вăл механизатор, колхозник е доярка. Эпир сирĕн кашни çитĕнĕвĕршĕн савăнатпăр»,— терĕ Алексей Никифорович уяв ячĕпе пурне те саламласа. Вăл шкул юбилейне ирттерме спонсорла пулăшу панă. Çавăн пекех ырă сăмахсемпе унччен нумай çул шкул директорĕнче ĕçленĕ Г.Е.Длинов, Ю.Е.Ложкова та тухса калаçрĕç.

Малалла сцена çине педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, паянхи кун тивĕçлĕ канурисем те – В.Д.Ишуткина, Е.С.Макова, А.В.Широкина, Г.П.Уразаева, О.И.Гаврилова , Г.Л.Краснов аса илÿсемпе тухрĕç. Вĕсем вĕренекенсене тарăн пĕлÿ кăна мар, анлă тавра курăмлă, яланах пуçаруллă пулма, йывăрлăхсене парăнмасăр малашлăха талпăнма хăнăхтарнă.

Кунтан вĕренсе тухнă ачасем çĕр-шывăн кĕтесĕсене саланнă, тĕрлĕ ĕçре ырми-канми тăрăшаççĕ.

Ăспа, пултарулăхпа вĕресе тăракан вĕренекенĕсем те тав сăмахĕсем каларĕç. Акă, Н.И. Филиппова, А.И.Алексеев, З.Н.Истратий предпринимательсем те хăйсене тарăн пĕлÿ панă шкула хаклă парнесем пачĕç.

Паянхи кун Шурут вăтам шкулĕнче ирĕк те çутă классем, оргтехникăпа, компьютерсемпе тивĕçтернĕ вĕсене. Уйрăмах, çулленех шкула юсас, оборудованисене çĕнетес енĕпе сулмаклă пулăшу «Урожай» колхоз кÿрет.

Пухăннисене «Шÿлкеме» фольклор ансамблĕ, шкулти учительсен ушкăнĕ чылайччен савăк кăмăл парнелерĕç. Кашни номерĕ хăйне евĕрлĕхпе тыткăнларĕ. Çавăнпа та вĕсене халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Шкулта музыка предметне вĕрентекен М.В.Бархонов баянпа кĕвĕсем шăрантарчĕ.

Концерт питĕ илемлĕ пулчĕ. Шурут тăрăхĕнче чăннипех те талантлă, пултаруллă, ăста коллективсем, уйрăм çынсем пуррине халăх тепĕр хут курса ĕненчĕ.

Паянхи кун шкулта 26 вĕрентекен ĕçлет. Учительсенчен çурри ытла — аслă категориллĕ.

Нумайччен савăнчĕç пухăннисем çак лару-тăрура. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Дмитриевна Ишуткина панă шкул музейне уçас сĕнÿпе те пурте хаваспах килĕшрĕç.

Малалла калаçу çавра сĕтел йĕри-тавра тăсăлчĕ. Уяв çÿлти шайра иртнине пурте палăртрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика