Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТНĂ ПРОФЕССИ - ЧУН УÇÇИ

20 июня 2009 г.

Шурутри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче тухтăр патне кĕрес текенсем нумай. Мĕншĕн тесен ултă ялтан чирлисем килеççĕ кунта: Йÿç Шăхалĕнчен, Юнтапаран, Шурутран, Шурут-Нурăсран, Тутар Шурутран, Тури Тимĕрчкассинчен. Пĕрисем кĕреççĕ, теприсем черетре тăраççĕ. Черете пăсса никам та врач патне кĕмерĕç. Килнисенчен сывлăхĕ халсăрланнишĕн пăшăрханакансем те пур. Пĕр çамрăк хĕрарăм пуç ыратнипе аптăранă. Тепри вар-хырăм чирĕпе нушаланать. Врач кашнине тĕплĕ тĕрĕслет, эмелсемпе сывалмалли рецепт çырать. Хăйсем патăнче выртса сипленмеллисене тепĕр пÿлĕме ярать. Районти тĕп больницăри хирург е ытти специалист тĕрĕслевĕ кирлисене унта кайма направлени парать. Акă, врач кабинечĕн алăкĕ умне вăтам çулсенчи пĕр хĕрарăм пычĕ. Черет йышăнчĕ те айккинелле кайса тăчĕ. Çав вăхăтра вăл хăйне çав тери япăх туйрĕ. Вăйĕ пĕтсе куçĕ хуралса килчĕ. «Вера Васильевна, пĕрне япăх пулчĕ»,— кăшкăрса чĕнчĕç черетрисем. Кабинет алăкĕ уçăлчĕ те шурă халат тăхăннă, яштака пÿ-силлĕ хĕрарăм васкаса тухрĕ. Больницăра чылай çул ĕçлесе чирлĕ çын хăйне мĕнлерех туйнине пĕрре пăхсах пĕлет вăл. Юн пусăмĕ анса ларнă пулнă иккен приема килнĕ хĕрарăмăн. Черетре ларакан çынсенчен пĕри: «Пирĕн врач пекки сахал. Вăл кашни пациентшăн чунне пама хатĕр»,— терĕ. Çак сăмахсем В.В.Семенова пирки пулчĕç.

Вера Семенова Юнтапа ялĕнче çуралнă. Пуçламăш класа вĕренме Йÿç Шăхалĕнчи шкула 1974 çулта кайнă. Асăннă шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкула çул тытнă. 1984 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Мĕншĕн çак пархатарлă та тивĕçлĕ çула суйласа илни пирки ыйтсан, çамрăк хĕрарăм кăштах йăл кулса çапла хуравларĕ: «Атте-анне пилленипе кайрăм эпĕ унта вĕренме. Ача врачĕ пулса ĕçлес ĕмĕте пурнăçа кĕртме шутланă». Çапла, аслă пĕлÿллĕ специалист университетран вĕренсе тухсан Шурутри участок больницинче ĕçлеме пикенет. Унпа кăна лăпланмасть çамрăк. Хăйĕн пĕлĕвне ÿстерес, терапевта вĕренес тесе Хусанти медицина академине 4 çуллăх курсне вĕренсе тухать. 2003 çултанпа паянхи кунчченех вара Вера Васильевна Шурутри пĕтĕмĕшле практикăн офисĕнче тăрăшать.

Хăйĕн участокĕнчи çынсене врач тĕплĕн шута илнĕ. Пурне те вăхăтра пулăшу пама васкать вăл. Йывăртарах чирлисем патне килĕсене çитме тăрăшать.

Эпир чирлесен çеç çут тĕнче мĕнле илемлине, пурнăç епле хаклине чун-чĕрепе туйса илетпĕр. Тепĕр чухне врачран çеç шанчăк шыратпăр. Ытла та пархатарлă та сăваплă професси вĕт-ха шур халатлă ĕçчен-сен.

Ахальтен мар ĕнтĕ ятарлă кĕнекере В.В.Семенова пирки ырă сăмахсем çеç çыраççĕ. Сывлăх хуралĕнче вăл ырми-канми тăрăшни, чирлисене вăхăтра пулăшу парас тени харама кайман. 72 çулхи Л.С.Алексеева кĕнекере çапла çырнă: «Пире чир-чĕрпе кĕрешме шанчăк парать. Чирлисене чунне пама хатĕр вăл. Кашнин патне вăхăтне шеллемесĕр çитсе килме тăрăшать».

Вера Васильевнăн ĕç стажĕ те пысăк ĕнтĕ. Ултă ялти халăх умĕнче вăл тивĕçлипе хисепе çĕнсе илнĕ.

Паянхи кун вĕсем упăшкипе, Александр Анатольевичпа, килĕштерсе Юнтапа ялĕнче пурăнаççĕ. Туслă çемьере Оля ятлă хĕр çитĕнет. Хăйсем туса лартнă хăтлă çуртра пурăнать çамрăк çемье. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Пахчара тĕрлĕрен çимĕçсем çитĕнтереççĕ. Пушă вăхăт тупсанах Вера Васильевна кĕнеке вулама ларать, алă ĕçне — çыхма ÿркенмест. Чечексем те ÿстерме кăмăллать. Уяв ячĕпе шур халатлă ĕçчене эпир чунтан саламлатпăр, тата та нумай чирлĕ çынна вăхăтра пулăшу парса ура çине тăратма сунатпăр!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика