27 февраля 2009 г.
Çĕр пуйтармасть, выçă та вĕлермест тени пур чухне те чăна килмест иккен. Çĕр ĕçне чунтан юратса пурнăçласан тата ăна пĕлсе йĕркелесен самаях тупăш илетĕн. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм эпĕ Комсомольски районĕнчи “Урожай” колхозра пулнă хыççăн. Çапла, ĕлĕк те колхоз пулнă вăл, паян та колхозах. Формине улăштарни ниме те пĕлтермест. Чи кирли - хуçалăх аталантăр, ака, вырма ĕçĕсем вăхăтра пулса пыччăр.
Виçĕ теçетке çул каялла “Урожай” Каçал тăрăхĕнче кая юлнă хуçалăхсен шутĕнче пулнă тăк - тупăш илес енĕпе паян вăл районта чи малти вырăнта. Республикăри чи лайăх 100 хуçалăх хушшинче те вăл малтисен ретĕнче. Асăннă колхоза пултаруллă, пуян тавра курăмлă Алексей Никифорович Ершов ертсе пырать. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче паллашма тÿр килнĕччĕ унпа. Çĕр улми пуссипе иртсе пынă чухне, пытармастăп, тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ: сысна çури пек çĕр улмисем! Епле майпа-ха вĕсен “иккĕмĕш çăкăрĕ” çапла ăнса пулнă? Иртнĕ çул çанталăк та çĕр ĕçченĕшĕн ăнăçлах пулманччĕ. Апла пулин те Шурутсен çĕр улмийĕ гектартан 343 центнер тухнă. “Урожайăн” ĕçри вăрттăнлăхĕсемпе ун чухнех вулакана паллаштарасшăнччĕ. Анчах Алексей Никифорович ниепле те килĕшмерĕ: “Мухтаса çырсан хуçалăх ертÿçисем “пăсăлаççĕ”, - терĕ. Ĕçтешĕсемпе ял-йыш хисепне тата пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă çыншăн республика пĕлни те, хаçат çине тухни те пĕлтерĕшлех мар. Вăл пĕчĕк çĕршывĕнче тымар янă, кунти çут çанталăк ытамне лекнĕ. Çак килĕшÿре вăл сăпайлăн, кăкăр çапмасăр, каппайланмасăр, шăппăн ĕçлесе пурăнасшăн.
“Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче хаçатра ял çыннин - хресченĕн нушисене çутатакан тарăн статья ытларах пултăр. Темĕн “çÿлтисем” пирĕн нушасене итлесшĕнех мар. Ман шухăшпа, юхăннă хуçалăхсене аякран килнĕ çынсен мар, вырăнти хресченсенех çĕклемелле. «Çÿлтисен” пысăк опытлă ял хуçалăх ертÿçисен сăмахне итлеме, унтан пĕтĕмлетÿсемпе йышăнусем тума хăнăхмалла. Коллегисем пулаççĕ-ха вĕсен, анчах унта чиновниксем кăна пухăнаççĕ”, - чунне уçса калаçрĕ председатель.
Çĕр ĕçченĕн культура шайне ÿстерес тесе те тимлет Алексей Ершов. Кунсерен председатель пÿлĕмĕнче иртекен ларура специалистсемпе механизаторсем паян мĕн тумаллине кăна мар, “Хыпарти” “Публицист шухăшĕсене” те сÿтсе яваççĕ. Пирус сиенĕ пирки те вирлĕ калаçу пулнă. Çапла, Шурутсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ. 50 механизатортан пĕри те ĕçмест. Пирус туртакан та сахал. Çак çитĕнÿ тÿрех пулман. Çав утăм патне майĕпен пынă.
- Эсир маларах шкул директорĕнче вăй хунине пĕлетĕп. Халĕ 24 çул председательте ĕçлетĕр. Шăпа çапла çаврăннăшăн пăшăрханмастăр-и? Тепĕр чухне шкула таврăнас, урок ирттерес килмест-и? - интересленетĕп эпĕ.
- Шăпама кÿренме ирĕкĕм çук. Эпĕ, тĕрĕссипе, яланах урок ирттеретĕп. Çынсемпе ĕçлени урок ирттернипе танах. Çавăнпа председателĕн вĕрентекен те, психолог та пулмалла, - пытармасть Алексей Ершов.
Алексей Никифорович хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Мĕншĕн тесен вăл вĕсен нушине, чун ыратăвне витĕр туйса тăрать. Вĕсем пĕр хуранта “вĕресе” савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлаççĕ. Акă тĕслĕх. Колхозра паянхи куна 130 лаша, 33 тиха. Лаша вăйĕпе питех усă курмаççĕ. Кунта хăватлă, çĕнĕ йышши техника чылай. Апла пулин те янаварсене ял çыннисем валли /килти пахчасенче çĕр улми лартма, купалама, ытти ĕçе тума/ ятарласа тытаççĕ. Çĕр ĕçченне колхозра ĕçленĕшĕн тыр-пул, утă-улăм параççĕ. Хресченĕн вăтам ĕç укçи - 7 пин тенкĕ ытла. Кунсăр пуçне 13-мĕш шалупа отпуск укçине те парса татнă.
Халĕ вара статья пуçламăшне таврăнма, “Урожайăн” вăрттăнлăхне уçма вăхăт. Колхоз тыр-пул, пахча çимĕç ÿстерет кăна мар, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетет. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çакна пăхăнса ĕçлесен кăна колхоз аталанать. Пирĕн пек пысăк хуçалăхсен кăна малашлăх пур”, - калаçăва хутшăнать “Урожай” колхозăн тĕп агрономĕ Василий Денисов. Василий Федорович асăннă ĕçре - 20 çул.
Колхозăн акакан 2361 гектар çĕр. Районта чи пысăкки. “Пирĕн тăрăхра çĕр тăмлăрах. Ытларах тухăç илес тесе чылай çул ĕнтĕ эпир 150-180 гектар хура пусă хăваратпăр. Çум курăкĕпе кĕрешме те пулăшать çакă. Тата çĕр те канать, пулăхне ÿстерет. Çĕр улми çитĕнтермелли çĕре ытти хуçалăхри пек им-çам тултармастпăр, ытларах тислĕк тăкатпăр. “Иккĕмĕш çăкăра” 5 çул Голланди технологийĕпе туса илетпĕр. Вăрлăха çĕнетсех тăратпăр. Кăçал “Удача” ятлине лартасшăн. Вăл лайăх хĕл каçать, кашни çул аван тухать”, - ăшшăн пĕлтерет Василий Федорович. Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен, пысăк кăмăлпа пурнăçланăран тупăш та аванах пулнă. Çĕр улмине 22 миллион тенкĕлĕх сутнă. Пĕлтĕр гектартан 33 центнер тĕш тырă тухнă. Колхоз патшалăхран кредит илмесĕрех, хăйĕн укçи-тенкипех техника туянать.
“Кризис, йывăрлăх тени ĕçлес мар тесе сăлтав тупни кăна вăл. Çĕр ĕçченĕн яланах мĕнле те пулин йывăрлăх пулать. Чун-чĕрепе ĕçлесен, ир-каç çĕр пирки шухăшласан тивĕçлĕ кăтартусем пулмаллах”, - терĕç Шурутсем. Çĕр ĕçченĕшĕн чи хумхануллă самант вара... Тырă аксан вăл шăтса тухасса кĕтни. Ун чухне председателĕн те агрономăн та чĕри вырăнта мар.
“Урожайра” паян ĕçсем аван пыраççĕ. Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче хире 8 пин тонна тислĕк тăкнă. Вăрлăха тасатнă, тракторсене юсанă. Çунтармалли-сĕрмелли материал, им-çам çителĕклĕ хатĕрленĕ.
Шурутра хама урăх тĕнчене лекнĕнех туйрăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче кинофильмсенче ÿкерĕннĕ колхозсем, вĕсен пултаруллă председателĕсем куç умне тухрĕç... Кам пĕлет, тен, Алексей Никифорович пирки те пурăна киле кино ÿкерекен тупăнĕ?
Источник: "Хыпар"