Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔЛСЕ ВĂЙ ХУРСАН ÇИТĔНŸ ПУЛАТЬ

29 октября 2008 г.

«Урожай» колхоз фермисенче тул çутăличченех ĕç вĕреме пуçлать. Вĕри чунлă, хĕрÿ ĕçченсем çу кунĕсенче хĕвелпе пĕрлех вăранса выльăх-чĕрлĕхе апат пама, витесене тасатма утаççĕ. Кану кунĕ çук вĕсен. Фермăри тăватă ураллă янаварсене апатсăр тăратаймăн. Хырăм тутă пулсассăн та таса мар витере тăрас килмĕ выльăхăн. Çавăнпа выльăх пăхакансем витерен тислĕке кăларсах тăмаллине лайăх ăнланаççĕ. «Таса пулсассăн унта кĕме те кăмăллă»,— теççĕ вĕсем. Сергей Улжусев, Юрий Уразаев, Геннадий Макаров, Геннадий Иванов ĕçе пĕлсе, тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Вĕсем сысна тата пăру витисене типтерлĕ тытаççĕ. Кашни ĕç йывăр, хăйнеевĕрлĕ, яваплă. Шутласа пăхсассăн, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем мĕн тери йывăр ĕç пурнăçлаççĕ. Тислĕк тасатакан пулмасассăнах фермăри выльăхсен продуктивлăхĕ чакать. Чăтăмлăх та кирлĕ ку ĕçре. Чылай çул вăй хураççĕ «Урожай» колхозăн ферминче пархатарлă ĕçченсем.

Пăрусем тăракан витере çутă та таса. Çисе тăраннăскерсем хăма хушшинчен вăрăм куç харшиллĕ, çаврака, хитре куçĕсемпе канлĕ кăна ун-кун пăхкаласа тăраççĕ. Ферма заведующийĕ Галина Николаевна Уразаева пĕлтернĕ тăрăх, 86 пуç пăру иккен кунта. «Çитес вăхăтра тата та илсе килмелле. Сутлăх вăкăрсене 500 килограмран кая мар виçене çитеретпĕр»,— çирĕплетрĕ ферма заведующийĕ пăрусене кăтартса çÿренĕ май. Мăйракаллă шултра выльăх ахаль ăратлă пулманни тÿрех сисĕнчĕ. Ытла та хулăн мăйлă, сарлака кĕлеткеллĕ, какайлă вĕсем. Канада ăрачĕ иккен. Вĕсене Галина Никифоровăпа Антонина Мунтайкина пăхаççĕ. Пăру пăхакансем нумай çул вăй хунă май, хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Выльăх тесе, апат панисĕр пуçне пăрусемпе те çепĕç калаçма, хăшне-пĕрне ачашлама та пĕлмелле. Паллах, ырă туйăмпа кăмăллă сасă вара выльăх-чĕрлĕхе витĕм кÿретех.

Сысна витине те çитрĕмĕр Г.Н.Уразаевăпа. Сăмах май каласан, вăл сысна çăвăрлаттарнă çĕрте те ĕçлесе ĕлкĕрет иккен. Унпа пĕрле Анфиса Шакмакова, Валентина Мышкина, Галина Аюкова нумай çул вăй хураççĕ. Сыснасем йĕркеллĕ çăвăрлаччăр, тĕрĕс-тĕкел ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ. Выльăхсене апатпа Зоя Чумаковăпа Маргарита Филиппова тивĕçтереççĕ. Вĕсем çирĕм çул ытла тăрăшаççĕ. Ĕçĕ чăнах та чылай. 1200 çурапа сыснана ÿстерсе самăрлатма ÿркенменлĕх, тăрăшса ĕçлени кирлĕ. Сыснасен талăкри ÿт хушаслăхĕ 400 грама çитет. «Продуктивлăх кашни çулах пысăк пулнипе колхозран та, районтан та парнесем илме тивĕç пултăмăр»,— пĕлтерчĕ ферма заведующийĕ.

Колхоз ферминче вара Владимир Белков хуралта тăрать. Унăн ĕçĕ чи явапли.

«Урожай» колхозри сĕт-çу, сысна фермисен кăтартăвĕсем районта лайăххисенчен пĕрисем шутланаççĕ. Кунта сĕт, аш-какай туса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ферма ĕçне П.И.Краснов зоотехник пĕлсе йĕркелесе ертсе пырать.

Малашне те ку хуçалăхри ферма ĕçченĕсене ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика