Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «УРОЖАЙ» КОЛХОЗ ÇИТĔНŸСЕМПЕ ТĔЛĔНТЕРЕТ

18 октября 2008 г.

Шурут ялĕнчи «Урожай» хуçалăх картишне пырса кĕрсен кунта ĕçчен, ÿркенмен, тăрăшуллă çынсем ĕçлени палăрать. Йĕри-тавра ларакан тĕрлĕ тĕслĕ, çĕнĕрен-çĕнĕ техника хăйĕн хăвачĕпе илĕртет. «Германире туса кăларнă «Grimmes Е-7530» ятлă çĕр улми пуçтаракан икĕ комбайн, Англин «Case Puma» çĕнĕ йышши тракторĕ тата ытти техника чылай туяннă»,— тесе пĕлтерчĕ тĕп бухгалтер-экономист Р.Г.Тукаев. Чăннипех те, тĕлĕнмелле трактора хамăн та курма тÿр килчĕ. Алăкĕсем кĕленчерен тейĕн, витĕр курăнаççĕ, кабинăра хăтлă. Паллах, кун пек «хурçă утпа» ĕçлеме те кăмăллă. Çĕр улми пухакан комбайнсемпе ĕçлекенсем — Н.Н.Никифоровпа В.В.Мунтайкин механизаторсем. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе, тăрăшса пурнăçлаççĕ. В.Ф.Денисов агроном пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра ĕçлекенсем пурте яваплă, хушнине тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Эрех-сăрапа иртĕхекен пачах та çук. Ĕç кунĕнче килте ĕçсе выртмаççĕ «Урожай» колхоз ĕçченĕсем. Сăмах май каласан, В.Ф.Денисов хуçалăхра нумай çул ĕçлет. Малтан 10 çул бригадирта, ун хыççăн 22 çул ĕнтĕ агроном. Ĕçтешĕсемпе яланах кăмăллă та пĕр чĕлхе тупса калаçма пĕлет вăл, тăрăшулăхĕпе палăрать.

В.Ф.Денисов агрономпа çĕр улми суйланă çĕре çитрĕмĕр. Йышлă бригада вăй хурать кунта. Кăткăсем пек кĕшĕлтетсе ĕçлеççĕ вĕсем. Ĕç вĕресе çеç тăрать. Хĕрарăмсем тултараççĕ, вăйпитти арçынсем михĕсене машина çине тиеççĕ. Сăн ÿкерме тытăнсан, хастар ĕçлекенсем саланма пуçларĕç. «Пирĕн колхозниксем ĕçлеме ÿркенмеççĕ, çитĕнĕвĕсемпе мухтанма çеç вăтанаççĕ»,— хуравларĕ çак лару-тăрăва курсан агроном. Ĕçе парăннă çын чăннипех те çапла пуль çав вăл.

Тĕп бухгалтер-экономист Р.Г.Тукаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал «Урожай» хуçалăх 120 гектар çинчен 41160 центнер çĕрулми пухса илнĕ. Гектар пуçне вăтам тухăç 343 центнер. Хальлĕхе 2950 тонна сутнă, 450 тонна вăрлăха путвала хунă. Сутлăх çĕрулми тата пур. Сăмах май каласан, «Урожай» колхоз кăçал çĕрулми тухăçлăхĕпе районта пĕрремĕш вырăнта. 888 гектар çинчен 28103 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ, вăл гектар пуçне 31,06 центнер пулать.

Пултаруллă ертÿçĕпе тăрăшуллă ĕçченсене пула «Урожай» колхоз çакăн пек пысăк çитĕнÿсем тăвать. Çулсерен тĕлĕнмелле кăтартусемпе савăнтарать. Чăннипех те, ытти хуçалăхсен камран тĕслĕх илмелли пурах.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика