Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕН ÇУТĂ СĂНАРĔСЕМ АСРАХ...

11 октября 2008 г.

Кам йăхĕнчен эпир? Асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен йăх-несĕлĕсене пĕлетпĕр-ши? Çак ыйтăва вун-вун çынран ыйтма пулать. Анчах та пурте çакна тĕплĕн пĕлеççĕ тесе калаймăн. Хăйсен тăванĕсене асра тытакансем, историе пĕлме тăрăшакансем те пирĕн хушăра сахал мар. 1941—1945 çулсенче кĕрленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи никама та хурлăх кÿмесĕр хăварман. Вăйпитти арçынсем, çамрăксем фронта тухса кайнă. Ваттисем, хĕр арăмсемпе ачасем çеç тăван тăрăхра юлса пур ĕçе те хăйсем пурнăçланă. Кашни çемьеренех вăрçа икшерĕн, виçшерĕн е ытларах арçын тухса кайни те пулнă. Тăван çĕр шыва хÿтĕлесе вĕсем пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă. Шел пулин те,чылайăшĕ тăван ене таврăнайман. Вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, хăшĕ-пĕри хыпарсăр çухалнă. Тăван ялта нумайăшне амăшĕ, мăшăрĕ, ачисем кĕтнĕ. Вăрçăран таврăнайманнисене паян та кĕтеççĕ, шанаççĕ. Шурут-Нурăс ялĕнче пурăнакан Соколовсен çемйинчен те 4 ывăл фронта тухса кайнă. Николай, Георгий, Геннадий, Александр вăрçăра паттăррăн çапăçнă. Çĕнтерÿ пулсан та тăватă салтака тăван тăрăхра кĕтсе илеймен, хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтернĕ. Тăванĕсем, тус-юлташĕсем вĕсене кĕтнĕ, каярах та пулин таврăнаççĕ пулĕ тесе ĕненнĕ. Зойăпа Валентина йăмăкĕсем тăван тăрăхрах çемье çавăрса тĕпленнĕ. Тетĕшĕсен çутă сăнарне асра тытса, вĕсем Тăван çĕр шывшăн çапăçса пуçĕсене хуни çинчен ачисемпе мăнукĕсене каласа панă. Зойăпа Иван Матросовсен ывăлĕ, Владимир, мĕн пĕчĕкрен çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Пултаруллă çамрăкăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Шкулта та, аслă вĕренÿ заведенийĕнче те маттур вĕреннĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен мухтавĕ пулса тăнă тесех калас килет. Халĕ вăл Чулхула облаçĕнчи ФСБ службин подполковникĕ. Ĕçри хастарлăхшăн, пултарулăхшăн нумай наградăна тивĕçнĕ, вăл чылай орден медаль илнĕ. Владимир куккăшĕсем пирки амăшĕ каласа панине нумай итленĕ. Çавăнпах пулĕ те Владимир Иванович Матросов подполковник куккă-шĕсен: Геннадий, Николай, Георгий, Александр Соколовсен вил тăприйĕсене тупма ĕмĕтленнĕ. Тăванĕсемшĕн пархатарлă ĕçе пуçăннă. Вăхăт унтанпа чылай иртнĕ ĕнтĕ. Нумай çĕре çитсе архивсемпе паллашнă. Вун-вун хулана çитсе куккăшĕсене шыранă. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме сăмах панă. Николай куккăшне — Смоленск хулинчи, Геннадие Орел облаçĕнчи тăванлăх масарĕнче пытарнине пĕлнĕ. Апла пулин те тăванлăх масарĕнчи тăпрана тăван яла илсе килсе асăну палăкĕ лартма шутланă. Ку тĕллев октябрĕн 9-мĕшĕнче пурнăçланчĕ. Çак кун Соколовсем йышлăн пухăнчĕç. Шурут-Нурăс ялĕн масарĕнче пĕр тăван Николайпа Геннадий Соколовсене асăнса хурлăхлă митинг иртрĕ. Кунта районти çар комиссарĕ А.А.Маурин, соцаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен совечĕн председателĕн çумĕ Р.П.Моисеев, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.К.Алексеев, “Урожай” колхоз председателĕ А.Н.Ершов, В.И. Матросов подполковник, Соколовсен тăванĕсем, шкул ачисем сăмах каларĕç. “Вĕсен ырă ячĕ пирĕн асăмрах. Эпир вĕсене паянхи кунччен таврăнасса кĕтнĕ. Кĕтсе илтĕмĕр. Георгипе Александр тетесем те таврăнасса шанатпăр”,— тет куççуль витĕр йăмăкĕ Валя.

Владимир Иванович Матросов подполковник хăйсен йăхĕшĕн калама çук пархатарлă ĕç пурнăçланă. Кунпа çеç лăпланса лармасть вăл, халĕ тепĕр икĕ куккăшĕн вил тăприсене тупма ĕмĕтленет. Вĕсене те тахçанах шырама пуçланă. Хăйĕн йăх-несĕлĕн историне лайăх пĕлет вăл, вĕсен йăли-йĕркине çирĕп пурнăçлать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика