Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » çĕр улми тĕк çĕр улми...

02 октября 2008 г.

Каçалпа Юхма ене çĕр улми тăрăхĕ тесен пĕрре те йăнăшмăп. Шăпах унта çĕр улми тухăçĕ яланах пысăк. Сăмахран, Комсомольски районĕнче кăçал "иккĕмĕш çăкăр" уйрăмах "Урожай" колхозра ăнса пулнă. Тухăçĕпе (гектартан - 346 центнер) ăна нихăш хуçалăх та çитеймест-тĕр! Эпир пынă чухне "Урожай" колхозра, тĕрĕсрех, Шурут ялĕ çывăхĕнчи хирте хĕрсех çĕр улми кăларатчĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" Шурутсем GRIMME комбайн пулăшăвĕпе пухса кĕртеççĕ. Паллах, кунта механизаторсен тỹпи пысăк. Николай Никифоров, Эмир Камальдинов, Александр Тарасов (сăн ỹкерчĕкре) асăннă хуçалăхра чылай çул вăй хураççĕ. Сăмах май, "Урожай" колхозра кăçал пурĕ 120 гектар çĕл улми лартнă. "Çанталăк аван тăрсан ĕçе паян-ыран вĕçлетпĕр", - терĕç пире маттур механизаторсем. Тăрăхларах шурă çĕр улмисем вара, чăн та, сысна çурисем пекех. Кунашкал шултра çĕр улмие кăçал нихăш пахчара та, нихăш хуçалăхра та курма тỹр килменччĕ, тупата! Шурутсем ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе çитес кăларăмсенчен пĕринче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика