Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх староста

02 июля 2008 г.

Чĕчкен ял поселенийĕнче тирпей-илемлĕх енĕпе нумай тăрăшаççĕ. Юр кайса пĕтнĕ- пĕтменех урамсене тасатаççĕ, йывăçсем лартса хăвараççĕ, парксем чĕртеççĕ. Çак ĕçсене Чĕчкен тата Аслă Чурачăк çыннисем кăмăлтан хутшăнаççĕ. Çакăнта икĕ ял старостисен Р.Миначевпа В.Акчурин тÿпи пысăк. Вĕсем яланах халăх хушшинче. Ял çинче хисеп çĕнсе илнĕскерсен шухăшне çынсем ăша хываççĕ. Аслă Чурачăк ял старости Василий Титович Акчурин ял поселенийĕнче ирттерекен, йĕркелекен пĕр мероприятирен те юлмасть тесен те тĕрĕсех пулĕ. Обществăлла

ĕç-и, культура программи-и, спорт ăмăртăвĕ-и — вăл яланах халăх хушшинче. Старостăн çапла пулмалла та. Çынсем мĕнле сывлăшпа сывланине, вĕсен нуши-тертне, хумханăвне пĕлсе тăмалла. Василий Титович çапла тăвать те. Ял çыннисен пурнăçĕ аван пытăр, тавралăх, ял, урам тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшать. Ку ял поселени-йĕнче субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ. Ял поселенийĕн администрацийĕ тата «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ те ку енĕпе пуçару тăваççĕ, пулăшаççĕ.

Василий Титович ĕмĕрĕпех Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те вăл шкулпа çыхăнăва çухатмасть. 70 çул урлă каçнă-скере, ăна никам та саккăрмĕш теçеткере пырать тесе калаймĕ. Çамрăк çын пекех йăрă, хăйне патвар тытать. Масара йĕркеллĕ тытса тăрассишĕн тăрăшать вăл. Халăха ку ĕçе явăçтарас тесе ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлать.

Пултаруллă çын кăçалхи районта иртнĕ Акатуйра «Чăваш Республикин чи лайăх ял старости» ята илме тивĕç пулчĕ. Пултаруллă, ÿркенÿсĕр пулнипе тивĕçнĕ вăл çак ята. «Ку чыс мана татах та пултаруллăрах ĕçлеме хавхалантарать»,— тет Василий Титович Акчурин.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика