Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕЙЛĔ ÇУЛ ПУЛТĂР СИРЕ, ВУНПĔРМĔШСЕМ!

28 мая 2008 г.

"Шăнкăр-шăнкăр!" — савăнăçлăн янăранă 1998 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчи хаваслă шăнкăрав. Çак кун кашни шкул илемлĕ тум тăхăннă, куçа илĕртекен чечек çыххи йăтнă, пĕрремĕш хут алла портфель çакнă шăпăрлансене кĕтсе илнĕ. Вĕсем çине пăхса кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут шкула килнине аса илчĕ...

Хаваслă линейка... Çанталăк сивĕ, çумăр пĕрĕхет, анчах та ачасен кăмăлĕ пăсăлмасть-ха. Шкула пĕрремĕш хут килнĕ шăпăрлансем шăнкăравăн янăравлă сассипе пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулнă, Пĕлÿ кунĕ çитнишĕн чун-чĕререн савăннă.

Унтанпа кунран-кун, уйăхран-уйăх, çулран-çул çиçĕмле хăвăртлăхпа иртсе кайнă. Халĕ, тин çеç пĕчĕк шăпăрлансем пулнă ачасем 17 çула çитрĕç. Кăçал вĕсем — пурнăç çулĕнче хăйсем тĕллĕнех пĕрремĕш утăм тăвакан çынсем... Вĕсем кашни утăмне шутласа, ăнланса та çирĕппĕн пусасса шанатпăр эпир...

«Тăван шкул çунаттинчен пачах та вĕçсе тухса каяс килмест пулĕ сирĕн»,— кăсăкланатăп эпĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вунпĕрмĕш класра вĕренекенсемпе. «Чăннипех те çапла»,— хуравлаççĕ. Юлашки вăхăтра тăхтав вăхăтĕнче те çак ачасем коридорта курăнмаççĕ. Класра пурте пĕрле пухăнса лараççĕ те, пулнă-иртнĕ са- мантсене аса илеççĕ, чарăнма пĕлмесĕр сÿтĕлет вара сăмах çăмхи...

Вунпĕрмĕшсем класра 25-ĕн вĕренчĕç. 12 яш-кĕрĕмпе 13 хĕрупраç кулленех ăс пухрĕç. Аслă Чурачăк, Анат Тимĕрчкасси тата Чĕчкен ялĕсенчен пухăннă вĕсем. Питĕ туслă, пĕр-пĕрне темле йывăр самантра та пулăшма пултаракан çамрăксем вĕсем. Анаттимĕрчкассисем Аслă Чурачăк, Чĕчкен ачисемпе пĕр çул çеç вĕренчĕç пулин те кашнинех пĕлсе, хăнăхса çитрĕç. Пĕр çемьери пек, шăкăл-шăкăл калаçса вĕренÿ сукмакĕ çинче пĕр такăнмасăр, çирĕп утса тухма тăрăшрĕç. Пĕрремĕш класранпах ачасем тĕрлĕ енлĕн аталанса ÿсрĕç. Пĕрисем вĕренÿре, теприсем спортра, обществăлла ĕçре палăрчĕç. Çакăн пек ачасене палăртса хăвармаллах тесе шутлатăп эпĕ. Районта ирттернĕ олимпиадăсенчен, наукăпа практика конференцийĕсенчен Ярослав Никифоров нихăçан та тăван шкула Хисеп хучĕсĕр таврăнмарĕ. Питĕ ăслă, анлă тавракурăмлă каччă вăл. 2007 çулта республика шайĕнче истори предмечĕн олимпиадинче те вăл иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех О.Козлова, Г.Гимальдинова, В.Земсков, Т.Гимальдинова, А.Кириллова, Л.Иванова, О.Михайлова та вĕренÿре маттур. А.Семенов, Д.Ананьев, А.Матвеев, Р.Гимальдинов, Р.Салеев, Р.Шарафутдинова вара спорта чунтан юратаççĕ.

Класс туслă пулнинче унăн ертÿçин Е.Н.Чернован тÿпи пысăк. Елена Николаевна чăннипех те çак ачасемшĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех. Кашнинех ăнланать вăл, йывăр чух пулăшма тăрăшать.

Ручка тытма пулăшнă, саспаллисемпе сас палли çыхăнтарса сăмах çырма хăнăхтарнă, сыпăкăн-сыпăкăн вулама, шутлама вĕрентнĕ. 11-мĕш класс ачисем те вĕсен ячĕсене чĕре патĕнчех упраççĕ. Вĕсем И.А. Ласточкинана (анаттимĕрчкассисен пĕрремĕш учителĕ), М.Г.Григорьевăна (чурачăксен) чунтан тав туса çĕре çити пуç таяççĕ. Çавăн пекех тарăн пĕлÿ панăшăн Г.П.Пушкина, Т.Ю.Ермолаева (чăваш чĕлхи), Г.Ф.Никифорова, Т.Ю.Мальчикова (вырăс чĕлхи), А.Н.Пушкина, З.Р. Юнусова (математика), Е.А.Еремеева (физика), Е.Н.Чернова (биологи, хими), В.В.Никифоров (истори, общество), С.В.Пушкин (географи, ОБЖ), Л.П.Поргунова (акăлчан чĕлхи), В.И.Плешков (физкультура), С.А.Лукиянов (информатика) тав сăмахĕсене тивĕç.

Кăçал шкул пĕтерекенсем кашни кунах техĕмлĕ апатпа сăйланăшăн поварсене, шкулти тирпейлĕхшĕн техничкăсене, соцпедагога Е.Н.Лукияновăна, Ю.Н.Москвин водителе чун-чĕререн тав тăваççĕ. Вĕсене ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунаççĕ.

Çук çав, темĕнле тăрăшсан та каялла таврăнмаççĕ иртсе кайнă вăхăтсем...

Хисеплĕ те юратнă вунпĕр-мĕшсем! Эпир, сирĕн йăмăкăрсемпе шăллăрсем, сире çĕр çинчи чи ырă та илемлĕ сăмахсемпе шкул пĕтернĕ ятпа саламлатпăр. Экзаменсене ăнăçлă тытса кашнийĕнех аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕмелле пултăр! Тăван шкулăмăра, пĕрле вĕреннĕ тантăшсене, учительсене нихăçан та манса ан кайăр. Сирĕншĕн шкул алăкĕ яланах уçă, эсир унта кĕтнĕ хăнасем!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика