Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧЫЛАЙ ЫЙТУ ХУСКАТРĔÇ

12 марта 2008 г.

Чĕчкен ял поселенийĕнчи граждансен пухăвне ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов уçрĕ. Иртнĕ çул мĕнле ĕçлесе пыни, ялсенчи социаллă-демографиллĕ лару-тăру çинчен каласа пачĕ. Тирпей-илем, çут çанталăка сыхласси, çурт-йĕр тăвасси, ĕçмелли таса шывпа ти-вĕçтересси тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Ял поселенийĕн территорийĕнче ача çураласлăх ỹсни палăрать. "Çамрăк çемье" тата "Ялта пурăнакан" тĕллевлĕ программăпа çурт-йĕр тума, "АПК аталанăвĕ" программăпа хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă йĕркепе укçа-тенкĕ илеççĕ. Чĕчкен ял поселенийĕн администрацийĕ "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн правленийĕпе килĕштерсе ĕçлет. Шкулсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулĕнчи Г.Г.Зайдуллина, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ С.А.Лукиянов тухса калаçрĕç. Сывлăх сыхлавĕ пирки Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн врачĕ Т.Н.Жукова чарăнса тăчĕ. Пухура "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев, Р.А. Галеев ĕç ветеранĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Х.С.Идиатуллин, Аслă Чурачăкри социаллă культурăлла центрăн директорĕ Е.В.Шуряшкина, Аслă Чурачăк ял старости В.Т.Акчурин тата ыттисем те тухса калаçрĕç, тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Çуркуннехи шыв-шуртан асăрханасси, çамрăксен кăмăл-сипечĕ, обществăлла ĕçсене пурнăçлассине лайăхлатасси, культурăлла кану - пурте хумхантарать ялти халăха. Асăннă ыйтусемпе кирлĕ йышăнусем турĕç. Ю.Лукиянов вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе кашни çыннăн çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин районти çĕнĕлĕхсемпе, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Халăхăн ыйтса пĕлмелли чылай пулчĕ: пралуклă радио, ĕçмелли пахалăхлă шыв, субсиди тỹлевĕ... Шел, пухура çын йышлах пулмарĕ. Халăхăн сỹтсе явмалли, канашламалли çук-шим? 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика