Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЫСĂК ПАРНЕ

27 февраля 2008 г.

Çĕр çинче чăннипех те ырă çынсем пурри савăнтарать. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче çакăн пек çынсем яланах пулăшма хатĕр. Акă, нумаях пулмасть "Чувашрегионгаз" генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, "Слава картофелю" агрофирма директорĕ Х.С.Идиатуллин, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Х. Минетуллин Чĕчкенти тĕп шкулта ачасемпе тĕл пулчĕç. Сумлă хăнасене шкул коллективĕ те, вĕрентекенсем те лайăх пĕлеççĕ. Кунта вĕсем пĕрре кăна мар пулнă. Хальхинче те Киям Садыртдинович пушă алăпа килмен, шкула компьютер парнелерĕ. "Ырă ĕçсен çулталăкĕнче эпĕ те ырă тума васкатăп. Ыранхи кун мĕнле пуласси ачасенчен килет. Çавăнпа та сирĕн, ачасен, пурнăçран юлмасăр аталанмалла",- терĕ ентеш. Шкул директорĕ А.Г.Гибатдинова хăнасене чĕререн тав турĕ, асăнмалăх кĕнекесем парнелерĕ. Пысăк парнешĕн пурте савăнчĕç. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче пурте ырă тăвар-и?

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика