13 февраля 2008 г.
Хуçалăх иртнĕ çул мĕнле ĕçлесе пынă, çитменлĕхсемпе лайăх кăтартусем ăçта пулнă? Çакă тата ытти ыйтусене сỹтсе яврĕç "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн аслă пухăвĕнче. Малтанах тĕп специалистсем - Г.Кузьмин агроном, Г.Галеева экономист, Г.Камальдинова бухгалтер, Р.Шарафутдинов зоотехник, Ш.Гимальдинов инженер - сăмах илчĕç. Хăйсен отраслĕсенче мĕнле ĕçлесе пынине цифрăсемпе çирĕплетсе пачĕç. Иртнĕ çул хуçалăх аван ĕçленĕ. 22 миллион тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. Таса тупăш 3 миллион та 258 пин тенкĕпе танлашать. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă, кĕркунне çĕртме туса хăварнă. Хĕрỹ вăхăтра мастерской икĕ сменăпа ĕçленĕ. Техника вансан ăна çийĕнчех юсанă. Пĕлтĕр Чĕчкенти сĕт-çу ферми пурĕ 1314 центнер сĕт туса илнĕ. Ку вăл виçĕмçулхинчен 34,2 процент ытларах. Аш-какай туса илес енĕпе те ăнăçлă вăй хунă. 6428 центнер е виçĕмçулхинчен 226 центнер ытларах туса илнĕ. Выльăхсен ỹт хушаслăхĕ те аван пулнă. Тĕп специалистсен сăмахне ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.Николаев пĕтĕм-летрĕ. Вăл хуçалăхра татах та тухăçлăрах ĕçлеме майсем пуррине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ Г.Волков "Труд" хуçалăх районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан кооперативсенчен пĕри пулнине çирĕплетрĕ. Кунта ĕçчен халăх пурăнать. Вĕсем машинăпа трактор паркне çĕнетсе пыраççĕ, вăрлăхпа çине тăрса ĕçлеççĕ, уй-хиртен те, выльăх-чĕрлĕхрен те япăх мар тухăç илеççĕ. Пухăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту - кооператив председательне суйласси. Кооператив членĕсем пĕр саслăн В.Николаевах председатель пулма шанчĕç. Пуху ĕçне Чĕчкен ял пуçлăхĕ Ю.Лукиянов ертсе пычĕ. Кооператив правленийĕн ĕçне "лайăх" хак пачĕç.
Источник: "Каçал Ен"