Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУРНИРА ХУТШНАКАНСЕН ЙЫШĔ ỸСЕТ

06 февраля 2008 г.

Чĕчкен ял поселенийĕнче волейболла выляса мала тухассишĕн турнир ирттересси йăлана кĕнĕ. Çулсерен унта ытларах та ытларах команда хутшăнать. Кăçал 7 команда тупăшрĕ. Ял поселенийĕнчи спортсменсем çеç мар, кỹршĕ ялсенчен килнисем те спорт площадкине тухрĕç. Ăмăртăва "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев уçрĕ. Çавăн пекех спортсменсене Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов, Чĕчкен тĕп шкулĕн директорĕн ĕçне пурнăçлакан Г.Ш.Садыкова, Чĕчкен ял поселенийĕн специалисчĕ А.В.Галкин саламларĕç, ăмăртура мала тухма сунчĕç. Вăйăсем хĕрỹ иртрĕç. Кашниех çĕнтерỹшĕн талпăнчĕ. Чи пултарулли Чĕчкен ялĕнчи çамрăк студентсен команди пулчĕ. Урмаел тата Çĕнĕ Мăрат ялĕсенчен килнисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Ăмăртăва ирттерме "Слава картофелю" агрофирма" генеральнăй директорĕ Х.С.Идиатуллин, Н.С.Идиатуллин предприниматель, Чĕчкен ял поселенийĕ спонсорла пулăшу панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика