Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАРНЕСЕМПЕ ÇИТНĔ

23 января 2008 г.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнче Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекенсемшĕн пысăк парне пулчĕ. Çĕнĕ, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен шкул çурчĕ хута кайрĕ. Ăна уçма ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров та килнĕччĕ. Вăл шкула тĕрлĕ парнесем панăччĕ, ачасене лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма, обществăлла ĕçсенче хастарлăх кăтартма сĕнчĕ, малашне те шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма килме шантарчĕ. Николай Васильевич хăйĕн сăмахне тытрĕ. Кăçалхи январĕн 18-мĕшĕнче вăл Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пулчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Кунта спортзал тăвассине вĕçлеме 15 миллион тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăнпа пĕрлех шкул ачисене 30 комплект пластик йĕлтĕрсем парнелерĕ. "Спортпа туслă пулăр, сывлăха çирĕплетĕр",- терĕ вăл. Часах ялта СССР чемпионки В.Чернова ячĕпе йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвĕ иртĕ. "Унта пирĕн ачасем çак йĕлтĕрсемпе малти вырăнсем йышăнасса шанас килет",- хĕпĕртерĕ физкультура учителĕ В.Плешков. Н.Федоров спорт çине пысăк тимлĕх уйăрни чăннипех те савăнтарать. Шкул директорĕ С.А.Лукиянов ăна парнесемшĕн чунтан тав турĕ. Н.Федоров Президент района та тĕллевлĕ наци проекчĕсене пурнăçлама 25 миллион тенкĕ парасси çинчен каларĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика