Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛЕКЕН ÇЫННА ХАВХАЛАНТАРМАЛЛА

27 октября 2007 г.

 "Труд" кооперативĕ районта уй-хир культурисемпе те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе те ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кăçалхи лару-тăру мĕнле-ши? Çакă тата ытти ыйтусем тавра калаçрăмăр ял хуçалăх кооперативĕн председателĕпе В.П.Николаевпа.

- Василий Петрович, чи малтанах уй-хир отраслĕ пирки сăмах пуçарасшăн.

- Хирсем пире тăрантараççĕ. Анчах та ку çеç те мар, ĕçлекенсенен те нумай килет. Пирĕн механизаторсем агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ тесе калатăп. Çĕр ĕçĕ пĕр механизаторсенчен çеç килмест-çке. Çанталăк условийĕсем те витĕм кỹреççĕ. Кăçал, акă, çур тыррисене çитĕнме кирлĕ условисем пулмарĕç. Ку пирĕн хуçалăх территорийĕнче çеç мар, ытти çĕрте те палăрчĕ. Çапах та мĕн çитĕнтернине пахалăхлă, пысăк çухатусăр пуçтарса кĕртрĕмĕр. Кăçал эпир 547 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илтĕмĕр. Вĕсене пуçтарса кĕртнĕ çĕрте Александрпа Евгений Григорьевсем, Минрамил Алимов, Эсхать Валиуллов, Юрий Григорьев хастар ĕçлерĕç. Тырă турттарса тăракан водительсене те ырăпа асăнатăп. Çавăн пекех Геннадий Кузьминпа Минзифа Юнусова бригадирсем те ĕçе пĕлсе йĕркелесе пычĕç. -

 Тухăçлă уй-хир культури çитĕнтерес тесен сортсемпе ĕçлемелле. Ку енĕпе кăçал мĕнле утăмсем турăр?

- Тĕрĕсех калатăр. Çĕр ĕçĕнче çĕр пулăхлăхне ỹстерсе пынипе, агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçланипе пĕрлех тухăçлă, пирĕн тăрăхра лайăх енчен палăрнă сортлă вăрлăхсемпе те ĕçлемелле. Эпир ку енĕпе тăрăшатпăр. Тырă, çĕрулми тата ытти культурăсен сорчĕсене те çĕнетсе пыратпăр. Кăçал, акă, "Ирень", "Московская-35" çурхи, "Московская-39" кĕрхи тулă, "Эльф" урпа, "Адама" сĕлĕ, "Труженник" пăрçа сор-чĕсене акрăмăр. Вĕсем çĕнĕ вăрлăхсем.

- Выльăх-чĕрлĕхрен аван продукци илес тесен апат кирлĕ.

 - Ку енĕпе пирĕн нихăçан та проблема пулман тесех калас килет. Утти те, улăмĕ те, сенажĕ те, фуражлăх тырри те кирлĕ чухлех пулнă. Кăçал та ку енĕпе яхăп мар тăрăшнă. 450 тонна паха утă хатĕрленĕ, 2150 тонна сенаж янтăланă. Кунсăр пуçне 1 пин тоннна ытла выльăх кăшманĕ, 600 тонна тырă фуражĕ пур. Улăма пуçтарса йăлтах пресланă, складсене хунă. Специалистсем каланă тăрăх, кашни выльăх пуçне 30 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ.

- Хуçалăхра ĕçлекенсене хавхалантармалли майсем те йышăннă пулĕ?

 - Унсăр мĕнле-ха? Ĕçлекен çыннăн тивĕçлине илмелле. Эпир утă-улăм уйăрса панă. Хавхалантармалли ытти меслетсемпе те усă курнă. Çу каçа тăрăшса ĕçленĕ механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем уйăхсерен яллă вырăнта пурăнакансемшĕн япăх мар ĕç укçи ĕçлесе илнĕ, премине тивĕçнĕ. Ĕç укçине вăхăтра парса пынă. Налуксем енĕпе те парăмсем çук.

- Тăрăшса ĕçленĕ çынсем пирки калăрăр та, вĕсен ячĕсене те пĕлесчĕ.

- Чи малтанах Скворцовсен çемйине асăнасшăн. Валерипе Дмитрий механизаторсем пулса вăй хураççĕ. Çуракинче те, выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра та хастар пулчĕç, халĕ çĕртме тăвас ĕçре тăрăшаççĕ. Ку ĕç вĕçленнĕ тесен те юрать. Амăшĕ фермăра чылай çул тăрăшать. Григорьевсем те пултаруллă. Александр водитель те, комбайнерта та ĕçлет. Ывăлĕ, Евгений, вырмара хастар пулчĕ. Юрий Григорьев тырпул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте тăрăшрĕ. Пирĕн кооперативра чăвашсемпе тутарсем килĕштерсе ĕçлеççĕ. Алимовсен çемйине палăртмалла. Минрамил комбайнпа тăрăшрĕ, ашшĕ Минзаид ун патĕнчен тырă турттарчĕ. Минфагил Тимаев механизатор та опытлă. Ĕçе пĕлсе, тирпейлĕ пурнăçлать. Дмитрий Шуряшкинпа Иван Николаев та ĕçчен. Вĕсен техники яланах ĕçре. Пурне те асăнса та пĕтереймĕп. Пурте тăрăшаççĕ. Шăпах вĕсем çинче колхоз тытăнса тăрать тесен те юрать пулĕ. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансем те маттур.

- Вĕсен пирки, çак отрасль çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха?

- Кăçалхи 9 уйăхра 987 центнер е 2006 çулхинчен 19,9 процент ытларах аш-какай, 5217 центнер е иртнĕ çулхинчен 5 процент нумайрах сĕт туса илнĕ. Ĕнесем вăтамран 3260 килограмм сĕт антарнă. Çапах та ку кăтарту пире çырлахтармасть. Мăйракаллă шултра выльăх, сыснасен йышне чакармастпăр. Çамрăк выльăх илес енĕпе те ĕçлетпĕр. Выльăхсем кĕтĕве тухаççĕ, çуллахи вăхăтра лагерьсенче тăраççĕ. Вĕсен умĕнчен апат татăлмасть. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене те палăртса хăварар. М.Хуснетдинов, Е.Наумова, Г.Герасимова, З.Тарасова, В.Пурлушкина, М.Макарова, А.Макаров, Н.Волковпа мăшăрĕ Валентина хăйсен ĕçне пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Халăхран сĕт пуçтаратпăр. Ку енĕпе районта тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕрисем.

- Техника паркне çĕнетсех пымалла. Ку енĕпе лару-тăру мĕнле-ши?

- Тĕрĕсех калатăр. Темĕнле йывăр пулсан та ĕçлеме пултаракан, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен техника кирлех. Пĕтĕм ĕç вĕсем çине тиенет-çке. Çĕнĕ йышши Т-150 трактор туянтăмăр. Машинăпа трактор паркĕ тăватă МТЗ-82 тракторпа пуянланчĕ, дискатор илнĕ. Пурне те асăнса пĕтереймĕн. Парка çĕнетсе пымасăр ĕç малалла каймасть.

- Калаçушăн тавтапуç. Хăвăр ĕçченĕрсене мĕн сунатăр?

 - Паллах, хавхалану, вăй-хал, çирĕп сывлăх. Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурсан çеç пĕрлешỹллĕ хуçалăха сыхласа хăварма, ăна аталантарма май пулĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика