Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУН КАНИЧЧЕНЕХ КАЛАÇРĔÇ

17 октября 2007 г.

"Труд" (унччен "Заветы Ильича" колхоз пулнă) ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене çулсеренех чыслаççĕ. Ваттисен кунĕ ячĕпе уяв туса параççĕ. Кăçал та пулчĕ вăл. Салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертỹçи З.В.Каринкина, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕ И.А.Никитина, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов, "Труд" ЯХПК председателĕ В.П.Николаев, Чĕчкен ял поселенийĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ А.Б. Мустафина тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Вĕсем аслăчурачăксемпе чĕчкенсем тухăçлă тырпул, тымарçимĕç çитĕнтерес енĕпе лайăх ĕçленине, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен тупăш илес енĕпе тăрăшнине палăртрĕç. Тĕлпулура ветерансен совечĕн çĕнĕ йышне суйласа хăварчĕç. Тутлă апат-çимĕçлĕ сĕтел хушшинче уяв малалла тăсăлчĕ. Ĕмĕрĕпех колхоз производствинче тăрăшнă çынсен калаçмалли пурах. Уявра ватăсем чунтан калаçса савăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика