Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пиллĕкпе кăна вĕренĕр"

04 сентября 2007 г.

Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн историйĕ питĕ пуян. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыçăнхи çулсенче кунта ачасем таврари 18 ялтан çỹренĕ. 70-мĕш çулсенче вара ăс пухакансен шучĕ çич çĕртен иртнĕ. 167-мĕш вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕ Аслă Чурачăк, çавăн пекех Чĕчкен, Анат Тимĕрчкасси тата Тури Тимĕрчкасси ялсенчи ваттишĕн те, вĕттишĕн те чылайлăха асра юлĕ. Авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче кунта ачасем çĕнĕ çуртра партăсем йышăнчĕç. Строительсене мухтамалăх пур: икĕ хутлă кирпĕч кермене пĕр çулталăкра туса пĕтерме пултарнă. Комсомольскинчи "Энергосервис" тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем те тав сăмахне тивĕçлĕ. 140 вырăнлă çуртра хальхи ыйтусене тивĕçтерекен хатĕрсемпе оборудовани, вĕр çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă, столовăй пур.Пысăк спортзал çĕкленĕ. Çитес эрнере унăн тăррине витме пикенеççĕ. Хальлĕхе патшалăхран мĕн пур тăкака саплаштарма 35 миллион тенкĕ уйăрнă, тепрĕр 15 миллионĕ те кĕçех çитмелле. Аслă Чурачăк енчи çынсен савăнăçне пайлама республика Президенчĕ Н.Федоров та хутшăннă. "Эпир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнă ăрусем, пĕчĕк чухне çакăн пек чаплă шкул, асфальт çул, çут çанталăк газĕ, ытти ырлăх пирки ĕмĕтленме те пултарайман", - палăртрĕ вăл пысăк уяв ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă митингра. - Халĕ вĕсем пурте пур. Пĕртен-пĕр тивĕç юлать, вĕренмелле те вĕренмелле. Ку та сахал. "Пиллĕкпе кăна вĕренмелле. Сумлă лару-тăрура Николай Васильевич шкул çуртне тунă çĕрте тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата пысăк хастарлăх кăтартнăшăн вырăнти "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕн строителĕсен мастерне Ферид Зейнетдинова тата "Энергосервис" ертỹçине Петр Лебедева Тав хучĕ пачĕ, шкул валли çĕнĕ автобус уйăрнине пĕлтерчĕ, ачасемпе вĕрентекенсене хăй пухса хатĕрленĕ "Большой энциклопедический экономический и юридический словарь" кĕнекене парнелерĕ. Вăтам шкул директорĕ Сергей Лукьянов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлỹ çуртĕнче çывăх вăхăтрах садик та ĕçлеме пуçлать. Унта 25 яхăн ача çỹремелле. Вĕсене валли вырăн уйăрнă, условисем çителĕклĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика