Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ, КАПĂР ШКУЛ. ВĔРЕН ТЕ ĂСЛĂ ПУЛ!

05 сентября 2007 г.

Аслăчурачăксем çулталăк кĕтсе, ĕмĕтленсе пурăннă кун тинех çитрĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче кунти вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Вырăнти халăх, уйрăмах вĕренекенсем, çĕнĕ вĕренỹ çулне тунă çакăн пек парнешĕн питĕ хĕпĕртерĕç. Вĕренекенсемпе педагогсене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренỹ çулне çĕнĕ çуртра кĕтсе илнĕ ятпа саламлама Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров та килме вăхăт тупнă. Чăваш йăлипе, республика ертỹçине, вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрне Галина Черновăна, район пуçлăхне Геннадий Волкова тата вĕсемпе килнĕ официаллă çынсене ял-йыш çăкăр-тăварпа, чечексемпе кĕтсе илчĕ. Район пуçлăхĕ Геннадий Волков шкула тунă çĕрте тăрăшнă "Энергосервис" ООО строителĕсене, ял-йыша, учительсене тав турĕ. Республика ертỹçипе правительстви пулăшмасăр çакăн пек пысăк ĕç тума май çук паянхи кун. Ял çыннисен ыйтăвне шута илсе тимленĕшĕн, район администрацине ăнланса килĕштерсе ĕçленĕшĕн Ген- надий Федорович Николай Ва-сильевича та тав сăмахĕсем каларĕ. Н.Федоров Президент пухăннисене паллă кун ячĕпе саламларĕ, ачасене "4" тата "5" паллăсемпе çеç вĕренме, шкул пурлăхне упрама, тавралăха паянхи пек илемлĕ те таса тытма пиллерĕ. Учительсене çирĕп те пахалăхлă пĕлỹ пама ăнăçу сунчĕ. Шкула автобус панине пĕлтерчĕ. Унпа Анат Тимĕрчкассинчи аслă классен ачисене турттарĕç, экскурсисене тухса çỹрĕç. Çавăнпа пĕрлех 11-мĕш класри кашни вĕренекене тата педагогсене "Большой энциклопедический экономико-юридический словарь" парнелерĕ. Николай Васильевич - çак кĕнеке авторĕсенчен пĕри. Шкул çуртне ĕçе кĕртессишĕн вăй хунă çынсене тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Шкулăн никĕсне иртнĕ çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче яма пуçланăччĕ. Лартнă тĕллев патне çирĕппĕн ăнтăлса ăна çулталăк та 2 уйăхра туса пĕтерме пултарчĕç. Шкулăн çĕнĕ çуртне купаласа хута яма 57 миллион тенкĕ тăкакланă. Патшалăх халлĕхе çак суммăран 14 миллион тенкине çеç уйăрнă. "Энергосервис" тĕп подрядчиксăр пуçне ыттисен тỹпи те пĕчĕк мар. Чĕчкен ял поселенийĕн администрацийĕ, "Труд" ЯХПК правленийĕ тата ыттисем нумай пулăшу панă. Çутă, шыв кĕртнĕ, сигнализаци лартнă çĕрте "Тав-сервис" (Е.Поляков), "Агропром-энерго" (Г.Долгов) тата "Батыревское" ВДПО ĕçченĕсем тăрăшнă. Шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем, учительсем шалта тасатма, тирпейлеме хутшăннă. Пĕлỹ кунĕнче кашниех хăйĕн ĕçĕпе, капмар та илемлĕ шкул çурчĕпе киленме пултарчĕ. "Энергосервис" предприяти директорĕ Петр Лебедев Сергей Лукиянов директора шкулăн символла уççине пачĕ. Шкул умне карнă хăйăва Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова, район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков касрĕç. Шкул çур-тĕнче хаклă хăнасем илемлĕ, хăтлă классемпе паллашрĕç. Чăннипех те чаплă кунта, пĕр-пĕр чаплă компанин офисĕсенчи пекех. Пластик алăксемпе чỹречесем, çĕнĕ, ачасен çулĕсене кура суйласа илнĕ партăсем, стенасене çутă сăрăпа сăрланă. Чỹречесем çинче - капăр тюльсем. Вĕрен те ĕçле! Президент 4-мĕш класс ачисемпе куçа-куçăн калаçма, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлама та вăхăт тупрĕ. Аслă Чурачăк ялĕнче кăçалхи февральте Преображени чиркĕвĕ уçăлнăччĕ. Унта та кĕрсе курма кăмăл турĕ Николай Васильевич, çурта çутрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика