06 июня 2007 г.
Ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче "Акатуй-Сабантуй" уявне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та йĕркелерĕç ăна. Ирхинех Аслă Чурачăкри пасар пулакан вырăна сутуçăсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Ачасен хаваслă кулли, ял халăхĕн савăнăçлă калаçăвĕ, юрă-кĕвĕ мĕн каçченех татăлмарĕ. Уява "Труд" ЯХПК профком председателĕ А.Д.Николаев уçрĕ. Салам сăмахĕсемпе хуçалăх ертỹçи В.П.Николаев сăмах илчĕ. "Кăçалхи çураки çанталăк условийĕсене кура вăраха тăсăлчĕ. Çапах та механизаторсем те, ыттисем те ĕçсене пахалăхлă тăвас тесе тăрăшрĕç. Акни пе çеç мар, пăхса çитĕнтермелле. Пĕр хушă канса илнĕ хыççăн каллех ĕçсем пуçланаççĕ",- палăртрĕ вăл. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов та аслăчурачăксемпе чĕчкенсене ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа саламларĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, "Слава картофелю" агрофирма директорĕ Х.С.Идиатуллин, Чĕчкен ял поселенийĕнчи ветерансен Совечĕн председателĕ А.Б.Мустафина, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов ял çыннисене маттур пулнăшăн, тав сăмахĕ каларĕç, вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕç. В.П.Николаев хастар ĕçшĕн Сковрцовсен çемйине УАЗ автомашина парнелесси çинчен пĕлтерсен пуçтарăннисем пурте алă çупса ячĕç. Чăннипех те тивĕçлĕ вĕсем. Валерий, Дмитрий, Сергей Скворцовсем кăçалхи çуракинче икĕ тракторпа вăй хунă, пĕр канмасăр тăрăшнă. Амăшĕ те, Валентина, чылай çул фермăра вăй хурать. Сăмах май каласан, унăн мăшăрĕ те, Анатолий (йывăр тăпри çăмăл пултăр) нумай вăхăт колхозра механизаторта ĕçленĕ. Парнесем татах пулчĕç. Б.Волков, Д.Шуряшкин, И.Николаев, А.Григорьев, М.Алимов, М.Сафьянов, Э.Гафуров, С.Наумов, С.Ермолаев, И.Сатертдинов та сцена çине тухса председательтен тав сăмахĕ илтме, укçан приз илме тивĕç пулчĕç. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçре малта пыракансене пылпа чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал та пулчĕ вăл. З.Тарасова, И.Трофимова, Г.Герасимова, А.Волков фермăра вăй хуракансем, З.Григорьева, А.Наумов тата бригадăри ытти ĕçченсене те парнесем парса хисеплерĕç, хавхалантарчĕç. Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центр çумĕнчи художество пултаруллăх коллективĕ, районти искусство шкулĕн çак ялти филиалĕн "Тевет" фольклор ушкăнĕ, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, уйрăм юрăçсем кун каçах пуçтарăннисене чăваш, тутар, узбек, вырăс юррисем парнелерĕç. Спорт ăмăртăвĕсемсĕр мĕнле Акатуй-Сабантуй пултăр? Аслăчурачăксемпе чĕчкенсем вăй-хал енчен те çирĕп пулнине хĕрỹ тупăшусенче лайăх кăтартса пачĕç. "Автанла" та çапăçрĕç, михĕ тăхăнса та, тырă миххисем йăтса та чупрĕç. Кире пуканĕ йăтса пĕртăван Николаевсем, Владимирпа Дмитрий малти икĕ вырăна çĕнсе илчĕç. Кавир çине ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те, тутарла-пушкăртла кĕрешĕве тухакансем те пулчĕç. Ирĕклĕ майпа вăй виçсе А.Трофимов, С.Елдратов, А.Волков хăйсен виçисенче палăрчĕç. Тĕп приза, такана, Н.Крылов студент çĕнсе илчĕ. Тутарла-пушкăртла кĕрешсе тĕп приз хуçи Р.Идиатуллин пулчĕ.
Источник: "Каçал Ен"