Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн район хĕрĕ гран-прине тивĕçнĕ

30 мая 2007 г.

Майăн 25-мĕшĕнче Элĕк районĕнче чăваш эстрада юррисен "Вирьял шевлисем" регионсем хушшинчи 12-мĕш фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енти 11 районтан, Тутар Республикипе Ульяновск облаçĕнчен 70 ытла юрăç хутшăннă. Фестивальте 8 номинаци пулнă. Чи маттур та пултаруллисем çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Чи пысăк чыса вара - гран-прине - пирĕн район юрăçи, Аслă Чурачăк хĕрĕ Алина Просвирнова тивĕçнĕ. Алина "Тупатăпах" юрра шăрантарса чи пысăк балл çĕнсе илнĕ. Комсомольски район представителĕсем ытти номинацисенче те палăрнă. "Халăх юрри" номинацире "Айсберг" вокалпа инструментсен ансамблĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. "Юрă валли сăвă чи лайăх çыракан" номинацире Елена Маркована çитекенни пулман. "Тăван çĕршыва юратнăшăн тата патриотизмшăн" номинацире "Единая Россия" партин ятарлă парнине те Комсомольскинчен кайнă "Асам" вокалпа инструментсен ансамблĕ тивĕçнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика