14 апреля 2007 г.
Юрий Геннадьевич Лукиянов Аслă Чурачăк ялĕнче 1960 çулта çуралнă. Вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Совет çарĕнче службăра пулнă. Чылай çул райпо системинче ĕçленĕ. Шупашкарти кооператив институтне "Юриспруденци" специальноçпа пĕтернĕ. Муниципаллă самоуправлени системинче вăл 2005 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа ĕçлет. Чĕчкен ял поселенине 2 ял кĕрет. Чăваш тата тутар çыннисем пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хурать. Ял поселенийĕнче 500 яхăн хуçалăх. Вĕсенче 1700 яхăн çын пурăнать. Ялсене асфальтлă çул çитерет. Хăшпĕр урамсене халăх вăйĕпе чул сарса хытарнă. 2001 çултах районта чи малтан, çутçанталăк газĕ çитнĕ. Ялсенче пурăнакансенчен 30 проценчĕ килĕсене шыв кĕртнĕ. Ку енĕпе малалла ĕçлеме проектпа смета документацийĕ хатĕрленĕ. Аслă Чурачăк ялĕнче вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне тăвасси пырать. Ун стенисене çĕклесе çивĕттине витнĕ, чỹречисене лартнă. Паянхи кун строительсем шкул çуртĕнче шалта ĕçлеççĕ. Ялта чиркỹ пур. Ăна турра ĕненекенсем пĕрле укçа пуçтарса, спонсорсен пулăшăвĕпе лартнă. Аслă Чурачăкри социаллă культурăллă центр ял çыннисен пушă вăхăтне, канăвне усăллă йĕркелес тесе тăрăшать. Çак центр çуртĕнче 250 вырăнлă зал, моделлĕ библиотека, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ, аптека, спортзал, администраци кабинечĕсем вырнаçнă. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшса ĕçлет. Юрий Геннадьевич ĕçлеме пуçланăранпа нумай йывăç лартнă. Аслă Чурачăк ялĕн варринче парк тунă. Тăтăшах икĕ ялта та субботниксем йĕркелеççĕ. Çỹп-çапа илсе тухма "Труд" ял хуçалăх кооперативĕ транспорт уйăрать. Ял поселенийĕпе кооператив килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçленине палăртмалла. Акă, чылай çĕрте пушар машинине тытса тăрас енĕпе лару-тăру кăткăс. Ку ыйтăва Чĕчкен ял поселенийĕнче татса панă. Ятарлă килĕшỹпе пĕрлешỹллĕ хуçалăх машинăсене юсавлă тытса тăрать. Кунсăр пуçне, хĕллехи вăхăтра çулсене тасатать. Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче çурт-йĕр, хуралтăсем çĕклесси аван пырать. Юлашки çулсенче çĕнĕ урамсем йĕркеленнĕ. Строительство ĕçĕсем тунă чухне ял халăхĕ кредитсемпе, субсидисемпе анлă усă курать. Иртнĕ çул кунта 1200 тăваткал метр лаптăк чухлĕ çурт-йĕр хута янă. Çак кăтарту та районта лайăххисенчен пĕри. Вырăнти самоуправление реформăлассин чылай ыйтăвĕ укçатенкĕпе çыхăннă. Çак енĕпе Чĕчкен ял поселенийĕнче те çăмăлах мар. Çапах та Ю.Лукиянов вырăнти бюджета тултарас енĕпе кирлĕ мерăсем йышăнса ĕçлет. Çĕршĕн тата пурлăхшăн илекен налуксене вăхăтра пуçтараççĕ. Ку енĕпе ăна ял поселенийĕн специалисчĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Коллективпа пĕлсе ĕçлет. 2006 çулхи кăтартусем тăрăх, ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен Совечĕ ирттерекен конкурсра Юрий Геннадьевич Лукиянов "Поселенин чи лайăх пуçлăхĕ" ята тивĕçнĕ. Респуликăри конкурсра палăрнăшăн ăна Диплом тата кубок парса чысланă. Малашне те тăрăшса ĕçлеме вăй-хал сунатпăр. Тĕллевсем, ĕçсем ял поселени территорийнче сахал мар. Вăл çав енĕпе малалла та хастар вăй хурасса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"