Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелет Каçал Ен – Чурачăкпа Чĕчкен

07 апреля 2007 г.

Ку тăрăхра – Комсомольски районĕнчи Чурачăкпа Чĕчкен ялĕсенче – сахал мар пулса курнă эпĕ.  Кашнинчех тĕлĕнмелл  тупăнать, çавăнпа та кунталла чун та туртать.  Чĕчкен ял тăрăхĕ – районта кăтартуллисен шутĕнче. 460 хуçалăхра паянхи кун тĕлне 1666 çын пурăнать, вĕсенчен 1100 ытларахăшĕ – суйлавçăсем. Шăпах  ĕнтĕ вĕсем пĕр кăмăллă пулса 2005 çулхи суйлавра хăйсене ертсе пыма Ю.Лукиянова шаннă.  Юрий Геннадьевич халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшать. «Сахалрах калаç, нумайрах тар тăк», - текен каларăш шăпах ăна пырса тивет. Çулталăк çурă хушшинчи ырă та паха улшăнусем те çакна ĕнентерÿллĕн çирĕплетеççĕ.

 

                               Ир тăракан яланах тутă

 

Вăй питти  Чурачăксемпе Чĕчкенсен ытларах пайĕ тăван «Труд» хуçалăхра тăрăшать. Хуçалăх ертÿçишĕн Василий Петрович Николаевшăн çуркунне чи савăк та юратнă вăхăт. Кĕçнерни кун вара вăл яваплă ĕçсене пуçлама кăмăллать. Виçĕм кун та, акă, икĕ бригадăра  та çĕр улми суйлама тухрĕç. «Иккĕмĕш çăкăра» кунта пĕлтĕр 119 гектар çинчен пухса илнĕ.  Тухăç – кашни гектартан 251 центнер. Кăçал çĕр улми лаптăкне ÿстересшĕн, мĕншĕн тесен ăна тупăшлă сутма майсем тупăннă.

Çĕр улми управĕнче хĕрарăмсем икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Вĕсене Минрешит Тимергалеев механизаторпа Михаил Флегентов рабочи пулăшаççĕ.

«Труд» ЯХПК ĕнер нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелеме тухрĕ. Ку ĕçре пĕр тăван Валерий, Сергей, Дмитрий Скворцовсем хастар. Çемьене икĕ «хурçă ут» - ДТ-75 трактор – шанса панă. Çамрăксем çурхи ĕçсене чи лайăх вăхăтра ирттерес тĕллевлĕ.

Решит Гибатдипов водитель ĕçĕпе те кăмăллă Василий Николаев. Чĕчкен каччи хуçалăха 2002 çулта Сергачри сахăр завочĕ парнеленĕ сĕт туттаракан автомашинăпа ĕçлет: ирхине ирех халăхран сĕт пуçтарать те сĕт-çу заводне çитерет.  Вăхăтран вăхăта вара Чурачăкра уçлакан сиплĕ «Преображенская» минерал шывне Комсомольскинчи «Кооператор» комбината турттарать.

 

                                         Çĕнĕ урам, çул, çутă, шкул…

Чурачăк та, Чĕчкен те çулран çул çĕнелсе, сарăлса, капăрланса пыни куç кĕрет. Юлашки пилĕк çул хушшинче çĕнĕ хитре урам ÿссе ларнă. Унта электричество çути, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ те ĕнтĕ. Вак чул сарса, хытарнă çула ял çыннисем хăйсен вăйĕпе тунă – кам мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывма пултарнă, çавăн чухлĕ панă та – çул хатĕр те. Асхат Гимранов, Дамир Садыков, Айрат Юнусов ку ĕçĕ йĕркелесе ертсе пынă.

Ытти урамсенче кивĕ-çĕрĕшнĕ çуртсем вырăнне кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çуртсем вырăнне кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çуртсем ÿссе ларнă. Мăнкун умĕн ял çыннисем пурте хăйсен кил-çурт умĕсене тирпей-илем кĕртнĕ.

Ыран нумаях пулмасть хута кайнă Чурачăк чиркĕвĕнче пĕрремĕш Мăнкун уявĕ иртет. Шкул ачисене те пысăк парне кĕтет кăçал – Чурачăкра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн шкулăн 140 ача вырнаçмалăх çĕнĕ çÿрчĕ хута кайĕ. «Энергосервис» пĕрлешÿ строителĕсем халĕ  унта шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Хăнтăрла çырми  çеç уйăрса тăрать чăвашпа тутар ялĕсене. Вĕсен хушшинчи çирĕп туслăх вара йăшмасть, тĕрекленсех пырать.         

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика