17 марта 2007 г.
"Çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Анчах та иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсене тишкерсе тухсан япăх мар вăй хунă. Пур ĕçе те халăхпа пĕрле пĕр-пĕринпе килĕштерсе тунă",- палăртрĕ граждансен пухăвне уçнă май Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов. Иртнĕ çулхи ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Аслă Чурачăкра тата Чĕчкенте йывăç нумай лартнă, вĕсене карта тытса çавăрнă. Чĕчкенте тата Аслă Чурачăкра кĕперсем юсанă. Свалка йĕри-тавра тата выльăх масарĕ пулнă вырăна карта тытнă. Ытти çулсенчи пекех, урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тăрăшнă. Аслă Чурачăк енчен пĕве пĕвеленĕ. Çаксене йăлтах "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн пулăшăвĕпе усă курса пурнăçланă. Юрий Геннадьевич правлени, председатель ял поселенийĕ палăртакан ĕçсенче яланах пулăшма, алă тăсса пама хатĕр пулнине палăртрĕ. Чи пысăк, историллĕ пулăм вăл - Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн икĕ хутлă çĕнĕ шкулне тума пуçлани. Ăна хăпартса лартнă, тăррине витнĕ. Шкул тума республика, правительство, район администрацийĕ витĕмлĕ пулăшу панине палăртса унта ĕçлекенсене тав сăмахĕ каларĕ. Ял çыннисем кооператив, ял поселенийĕ пуçару тăвасса çеç кĕтсе лармаççĕ. Хăйсем те, çỹлтен никам каламасăрах, ĕçсем пурнăçлаççĕ. Пĕр урамра пурăнакансенчен укçатенкĕ пуçтарса çул сараççĕ, йывăçсем лартаççĕ. Чĕчкен ял поселенине кĕрекен икĕ ялта 1666 çын пурăнать. Иртнĕ çул 13 ача çуралнă, 9 çемье чăмăртаннă, 18 çын вилнĕ. 442 пенсионер пурăнать. Тишкерсе пăхса аслăчурачăксемпе чĕчкенсен кирлĕ пĕтĕмлетỹсем тумаллах. Çĕр тата унпа мĕнле усă курни пирки ял поселенийĕн çĕрйĕркелỹ специалисчĕ А.В.Галкин тухса калаçрĕ. Çĕрпе тирпейлĕрех усă курмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех никам çинче те шутланса тăман (ашшĕ-амăшĕ е мăшăрĕ вилнĕ) хуçалăхсене регистраци тумалли пирки аса илтерчĕ. Патшалăх çак енĕпе кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен çăмăллăхсем панă. Аслă Чурачăкри социаллă-културăллă центр ĕçĕ-хĕлĕпе унăн директорĕ Е.В.Шуряшкина паллаштарчĕ. Кунти художество пултарулăх коллективĕ, районти искусство шкулĕн филиалĕ районта иртекен пур мероприятисене те хутшăнать. Иртнĕ çул культура ĕçченĕсем республика шайĕнче 250 пин тенкĕ тăракан музыка аппаратури çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн заведующийĕ Т.Ф.Мальчикова ялсенче пурăнакансен сывлăхĕшĕн мĕнле тăрăшни пирки тата татса паман ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Чĕчкен пĕтĕмшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕн директорĕ А.Г.Гибатдинова шкулти ĕç-хĕлпе, ỹсĕмсемпе паллаштарчĕ, проблемăсем çинче чарăнса тăчĕ. "Тĕрлĕ пухусенче пулатпăр. Чылай çĕрте пар, пар тесе лараççĕ. Сирĕн патра айтăр-ха пĕрле тăвар теççĕ",- çапла пуçларĕ хăй сăмахне РФ пенси фончĕн ЧР управленийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ З.В.Каринкина залра ларакансен ыйтăвĕсене хуравланă май. Çавăн пекех район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ И.Н.Долгова патне те чылай ыйту пулчĕ. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков район пурнăçĕ, ỹсĕмсем çинче чарăнса тăчĕ. Çул-йĕр тăвас ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Район, çав вăхăтрах аслăчурачăксемпе чĕчкенсем те, пĕлтĕр лайăх ĕçлесе пынине палăртрĕ. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев яланах тирпей-илем пирки ытларах сăмах хускатать. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Кооператив çак енĕпе май килнĕ таран пулăшма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. Пуху ял поселенийĕн ĕçне "лайăх" хак пачĕ. Унта ĕçлекенсен малашнехи тĕллевсем пысăк. Çулсене йĕркене кĕртесси, тирпей-илемшĕн тăрăшасси тата ытти те. Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче пурăнакансем ĕçчен, пĕр тытăнсан ĕçе вĕçне çитереççех. "Пуçланă ĕç - вĕçленнĕ ĕç",- теççĕ вĕсем.
Источник: "Каçал Ен"