28 февраля 2007 г.
Вуншар çул каялла алла микрофон тытса, тĕрлĕ музыка аппаратурипе юрлакан артистсене телевизорпа çеç курнă. Каярахпа Шупашкартан эстрада юрăçисем ялсене тухса çỹреме пуçларĕç. Вĕсене мĕнле ăмсанса пăхман-ши( Халĕ вара юрăçсене курма инçе каймалла та мар, хамăр культура центрне çеç çул тытмалла. Аслăчурачăксемпе чĕчкенсем февралĕн 23-мĕшĕнче çапла турĕç те. Аслă Чурачăк культура çуртĕнче юрри-ташши те, кулăшĕ те, конкурссем те пулчĕç. Сцена çине тухакансем пĕри те Шупашкарти артистсенчен кая мар. Ку ман сăмах мар. Куракансем çапла хак пачĕç вырăнти артистсен пултарулăхне. Концерта Еленăпа Сергей Просвирновсем В.Христофоров репертуарĕнчи "Парне" юрăпа пуçларĕç. Ялти художество пултарулăх коллективĕ тата "Тевет" фольклор ушкăнĕ арçынсене уяв ячĕпе парне кỹчĕç. Алина Просвирнова, Наташа Тумаланова, Констанция Шикарева, Алена Кузьмина, Елена Шуряшкина тата ыттисем сцена çине тухсан куракансем вĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Кунти культура ĕçченĕсем ялти пултаруллă, юрра-таша ăста ачасене, çамрăксене куçран вĕçертмеççĕ. Вĕсене хăйсен ăсталăхне палăртма майсем туса параççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ культура çурчĕн ĕçченĕсем ял халăхĕпе пĕрле 250 пин тенкĕлĕх музыка аппаратури çĕнсе илнĕ. Çакă вĕсене ĕçре пысăк пулăшу парать. Концерт патне таврăнар-ха. Чăваш юррисем çеç мар, тутар, вырăс кĕввисем те вырăн тупрĕç унта. Çак яхăнта çуралнисене те саламлама манмарĕç. Мартăн 8-мĕшĕнче вара аслăчурачăксемпе чĕчкенсене, яла килнĕ хăнасене тепĕр концерт кĕтĕ.
Источник: "Каçал Ен"