03 февраля 2007 г.
Çапла, ĕлĕк çак яла таврара пурăнакансем пасара, чиркĕве çỹренĕ. Пасарĕ паянхи кун та пур-ха вăл. Анчах та чиркĕвĕ. Кĕске истори: архив докуменчĕсем тăрăх, ăна чиркĕве çỹрекенсен укçи-тенкипе 1761 çулта туса лартни паллă. 1871 çулта çĕнетнĕ, 1896 çулта пысăклатнă. 1900 çул тĕлне Аслă Чурачăк ял приходне 10 ял кĕнĕ. Вăрманхĕрри Чурачăк, Тăманлă Выçли, Хирти Мăрат, Хирти Выçли, Анат Тимĕрчкасси, Хирти Явăш, Эльпуç, Йăвашкел, Кĕçĕн Çĕрпỹел. Пасарлă ял пулнипе çынсем йышлă çỹренĕ чиркĕве. Шел, ăна 1930 çулсенче аркатса тăкнă. Пĕренесенчен шкул çурчĕ туса лартнă. Унтанпа 70 çул ытла иртнĕ. Пуçаруллă çынсем тăрăшнипе 1995 çулсенче чиркĕве çĕнĕрен тăвас ыйту çĕкленнĕ. Мĕнле тумалла, ăçтан укçа-тенкĕ тупмалла? "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ентешсен, спонсорсен, ял çыннисен, кỹршĕ ялсенче пурăнакансен пулăшăвĕпе ĕç пуçланнă. Никĕс хывнă, стенасем хăпартнă. Ĕç каллех чарăнса ларнă. Çакă вырăнта чиркỹшĕн тăрăшакан настоятель пулманнипе те çыхăннă пулĕ. Георги атте (Ю.И.Левшин) чиркỹ тăвас ĕçе хăй аллине илнĕ. Вăл пĕтĕмпе тенĕ пекех йĕркелесе пынă. Пулăшу ыйтнă, çынсене ĕçе явăçтарнă. Турра ĕненекенсем те ăна ăнланса пулăшса пынă. Тăрăшсан пулать. Ял çыннисемшĕн, вĕсемшĕн кăна-и, февралĕн 1-мĕшĕ паллă кун пулса юлчĕ. Çак кун Аслă Чурачăк ялĕнче чиркỹ уçăлчĕ. Ăна уçма Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, Савватий епископ килни çеç мĕне тăрать! Вĕсемсĕр пуçне, республикăри чиркỹсен настоятелĕсем те йышлăн пулчĕç. Литурги чылая тăсăлчĕ. Ялта чиркỹ пулман пирки ун çинчен чылайăшĕ пĕлмен те. Ваттисемпе пĕрлех çамрăксем те, ачасем те ăна интересленсе итлерĕç. Чуна пырса тивмелли турă юррисем вĕсен чĕрисене пырса кĕчĕçех темелле. "Турă пулăшнипе, хăвăр чĕрĕрсене усал-тĕселрен хăтарăр",- терĕ митрополит Варнава. Чиркĕве çỹрекенсен умĕнче каланă пил сăмахĕсенче çакăн пек йĕркесем асра юлчĕç: "Чиркĕве çỹрекен - Турăпа пĕрле, Турăпа пĕрле пулсан ырлăх пулĕ". Чиркĕве килнисем, вĕсен йышĕ 500 ытла çын та пулĕ, хĕресе чуптуса турăран сăвап ыйтрĕç, çуртасем лартрĕç. Ял халăхĕшĕн çеç мар, районти чылай ял çыннисемшĕн февралĕн 1-мĕшĕ асра юлмалли кун пулса юлчĕ. "Пĕччен суратăн, типсе пырать, халăх сурать - кỹлĕ пулать",- теççĕ халăхра. Ушкăнпа çĕкленĕ чиркỹ пирки мĕн шутлаççĕ-ха? Галина Шикарева, пенсионерка: - Ялта чиркỹ çукки, паллах, ял халăхне хумхантарнă. Эпĕ çак ял çынни пулмасан та Аслă Чурачăкра чиркỹ пулнине пĕлетĕп. Çавăнпа та ку ĕçе пысăк хавхаланупа йышăнтăм, мĕн пултарнă таран пулăшма тăрăшрăм. Укçа-тенкĕ панисĕр пуçне мана халăхран укçа пуçтарма та шаннăччĕ. Халĕ уçăлнă чиркỹ çине ытараймасăр пăхатăп. Вăл ял çыннисене ырлăх, ăнăçу, таса сывлăш илсе килессе шанатăп. Николай Крылов, пенсионер: - Ялта чиркỹ пулни питĕ лайăх. Вăл пысăк йывăрлăхсемпе хута кайрĕ. Ял халăхĕ нимере хастар ĕçленине палăртас килет. Ку ĕçрен никам та айккинче юлман пулĕ. Стройка ĕçĕнче кашни вак-тĕвек ĕç те пĕлтерĕшлĕ. Анатолий Алякин, водитель: - Халăхпа пĕрле хăпартнă ĕнтĕ. Çапах та кооператив правленине, предпринимательсене, хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ çынсене, предприяти-организаци руководителĕсене те тав сăмахĕ калас килет. Федосия Чернова, пенсионерка: - Хăçантанпа кĕтнĕ-ши çак вăхăта? Кашни ватă çыншăн ку паллă пулăм. Кĕлĕсене вĕсем те, эпĕ те май килнĕ таран çỹрессе шанатăп. Ялти çамрăксем (ячĕсене калама хушмарĕç): - халиччен чиркĕве кĕрсе курманччĕ; - Пысăк тĕн уявĕсенче ытти ялсенчи чиркỹсене каяттăмăр. Халĕ хамăр патрах Турра сума суса унран ырлăх илĕпĕр. - Митрополлит Варнавăна телевизорпа çеç курнăччĕ. Халĕ, тин çеç, ун çумĕнчен хĕресне чуптуса иртрĕм. Чунра темĕнле улшăну пулнă пек. - Çылăхсăр çын çук. Вĕсене каçарттарма кунта килĕпĕр. Анчах та çылăха кĕрес марччĕ. - Чиркỹ хута кайни, шкул çуртне купаласа хуни яла татах та илем кĕртрĕ. Илем çеç мар, пуриншĕн те сăваплă вырăн пулса тăчĕ. "Шеппи" магазин хуçи (З.Н.Истратий), Çĕнĕ Шупашкарти "Железобетон" АО (ген. директорĕ В.М.Михайлов), "Инвест-Лад" (В.Н.Гордеев), Стройматериалсен Çĕнĕ Шупашкарти завочĕ АО (ген. директорĕ А.И.Бартышев), В.Д.Тумаланов (йывăр тăпри çăмăл пултăр), Н.Н.Маликов, К.С.Мифтахутдинов, Г.Ф.Волков, Шупашкарти сĕт завочĕн директорĕ В.П.Бычков, В.Н.Шикарев, А.Ф.Поргунов ентешсем, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи кирпĕч завочĕн директорĕ А.Ибрагимов, С.Зубарева, Н.В.Тумаланов, Г.И.Гончаров, А.П.Капитонов, Г.М.Долгов, М.Гинатуллин ертсе пыракан предприятисем строительство материалĕ-сем мĕн май килнĕ таран уйăрса панă. Н.Нуруллов лесник та çак таса ĕçрен юлман. Таврари хуçалăхсем - "Луч", "Рассвет", "Заря", "Пайгас", "Восток", "Асаново", "Дружба" - айккинче юлман, пултарнă таран пулăшнă. Ял халăхĕ вĕсене тав тăвать.
Источник: "Каçал Ен"