Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛĔ ТĔЛПУЛУРА ПУЛЧĔÇ

20 января 2007 г.

Чăваш ен правительстви районсемпе ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçма тĕрлĕ тĕл пулусем йĕркелет. Тĕрлĕ министерствăсен специалисчĕсем районта тăтăшах пулаççĕ. Акă, январĕн 17-мĕшĕнче информаци кунĕ пулчĕ. Район пурнăçĕпе паллашма Чăваш республикин Юстици министрĕн çумĕ М.А.Кузьмин, "Чувашрегионгаз" генеральный директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев, "Комплекс" строительство фирмин директорĕ В.Н.Гордеев килсе çитрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков хăнасене чи малтанах "Кооператор" ПК ĕçĕпе паллаштарчĕ. Паянхи кун кунта сăра, тĕрлĕ йышши тутлă шыв хатĕрлеççĕ. Комбинат продукцине пурте пысăк хак параççĕ. Вĕсем тĕрлĕ конкурссенче те малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, дипломсене тивĕçнĕ. Тухăçлă ĕçлекен предприятие чылайранпа ĕнтĕ Е.А.Карпеева ертсе пырать. Малалла информаци кунĕн ĕçлĕ делегацийĕ Аслă Чурачăка çул тытрĕ. Вăл - çулран çул аталанса пыракан ял. Кунта вырăнти влаçсем çынсене лайăх пурăнма мĕнпур услови туса пама тăрăшаççĕ. Çавна май унта хĕрỹ тапхăр пырать. Ĕçлĕ делегаци строительство обьекчĕсене çитсе курчĕ, ĕçсемпе тĕплĕн паллашрĕ. Строительсем те çĕнĕ шкул çуртĕнче, чиркỹре тăрăшсах ĕçлеççĕ. Çĕнĕ чиркĕве февраль уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ. Вăл ял халăхĕшĕн те, таврари ялсемшĕн те пысăк савăнăç. Вăтам шкула та, укçа-тенкĕ çитсен, кăçал хута ярас тĕллевлĕ. Паянхи кун ачасем кивĕ шкулта вĕренеççĕ. Специалистсем унта та çитсе курчĕç, шкул директорĕпе тĕл пулчĕç. Хăнасем район ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май вăл палăрмаллах аталаннине каларĕç. Çавна май ялсенче çамрăксене пурăнма пĕтĕм услови пуррине те палăртрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика