Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн вăй – пĕрлĕхре

25 июня 2021 г.

Акатуй — чăваш халăхĕн йăли-йĕркинче мĕн авалтан упранса юлнă сумлă уяв. Кăçалхипе уяв районта 70-мĕш хут иртрĕ. Ĕçпе юрă, спорт уявне халăх чăннипех те йышлă пухăнчĕ, сумлă хăнасем те пулчĕç. Уява асра юлмалла, хăнасемпе, куракансен кăмăлне каймалла йĕркелеме тăрăшрăмăр. Савăнма та, канма та пур услови те пултăр тесе сахал мар ĕçлерĕмĕр. Чăннипех те тăрăшса ĕçлени хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарчĕ — уяв асра юлмалла иртрĕ. Пирĕн районта пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлпа, мал ĕмĕтлĕхпе палăрса тăнă. Çавна май Акатуй уявне йĕркелеме, ирттерме тÿпе хывнă кашни çынна чĕререн тав тăватăп.
Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене халалланă площадкăра, ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсенче, «Ăстасен хулинче», ача-пăча вылямалли, спорт мероприятийĕсен лапамĕсенче, уяв сцени çинче, «Охотничья заимка» площадкăра, лашасем ăмăртакан вырăнта, суту-илÿ точкисенче тăрăшнă, çынсен канăвне усăллă та асра юлмалла ирттерессишĕн ырми-канми ĕçленĕ кашни çынна тав тăватăп. Пысăк уява пĕччен йĕркелесе ирттерме май килмест. «Пĕччен сурсан — типет, йышпа сурсан кÿлĕ пулать», — тенĕ ваттисем. Пурте пĕрле тăрăшса, ал парса, пулăшса, ăнланса, калаçса ĕçлени нумай шухăш-ĕмĕте пурнăçа кĕртме май пачĕ. Çавăнпа та пурне те пĕрле кар тăрса ĕçленĕшĕн, уява асра юлмалла ирттернĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Пурнăçра сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, малашне те районăн çутă пуласлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăш-ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме сунатăп. Районти тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ. Пирĕн умĕн пурăннă ăрусем халалласа хăварнă çак пысăк пуянлăха, туслăха малашне тата ытларах çирĕплетесчĕ. Малашне те çаплах пулма, тăван района илемлетме, пурнăçа лайăхлатса пырассишĕн пĕрле вăй хума сĕнетĕп. Пирĕн вăй — пĕрлĕхре.
А.ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика