Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника çуракине хатĕр

15 апреля 2021 г.

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн кĕçех хĕрÿ тапхăр — çураки пуçланĕ. Акана вăхăтра тухса пĕр кăлтăксăр ирттерес тесен чи малтанах техникăн юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халĕ шăпах техникăн патшалăх тĕрĕслевне ирттермелли тапхăр пырать. Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çуркунне кая юлса килнине кура техника тĕрĕслевне каярах пуçланă. Апла пулин те, чылай хуçалăхри «тимĕр утсене» пăхса тухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче тĕрĕслекенсем «Труд» ЯХПКра пулчĕç.
Хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ пуян. Сергей Кокарев тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников пĕр рете лартса тухнă тракторсене черетпе тĕрĕслерĕç, вĕсен юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. МТЗ-82, МТЗ-89.2, МТЗ-1221.2 тракторсене, пĕлтĕр çеç туяннă «Кировеца» хире тухма пĕтĕмпех хатĕр-ленĕ. Алексей Трофимов, Минрешит Тимергалеев, Александр Яковлев, Алексей Николаев, Минрамил Алимов, Геннадий Трофимов тата Фенил Ялалдинов механизаторсем хăйсене шанса панă «тимĕр утсене» яланах типтерлĕн тытаççĕ, вăхăтра юсаса, тасатса тăраççĕ. Нумай çул çак ĕçре тăрăшса вĕсем пуян опыт пуçтарнă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса тăрăшаççĕ куллен.
Техника тĕрĕслевне пĕтĕмлетсе Сергей Николаевич тракторсене çуракине тĕплĕн хатĕрленине палăртрĕ, ĕç вăхăтĕнче техника хăрушсăрлăхĕн правилисем çинчен те манмалла маррине аса илтерчĕ.
«Машинăпа трактор паркне эпир çĕнетсех пыма тăрăшатпăр. Çак кунсенче çĕнĕ МТЗ-82 трактор тата культиватор килсе çитмелле. Çĕнĕ техникăна туяннă чухне тăкаксен пайне саплаштарма пулăшнăшăн ЧР Ял хуçалăх министерствине тав тăватпăр. Вырма ĕçĕсем ирттерме те эпир икĕ çĕнĕ комбайн туянтăмăр. Çĕнĕ техника хатĕрĕсемпе уй-хир ĕçĕсене ирттерме, паллах, çăмăлрах пулĕ», — уçрĕ шухăшне ЯХПК ертÿçи Ремис Шарафутдинов. Вăл çавăн пекех çураки валли çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ хатĕрленине, механизаторсем валли ятарлă ĕç тумтирĕ заказ панине палăртрĕ.
Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников ĕçченсене çуракине вăхăтра тата ăнăçлăн ирттерме сунчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика