28 февраля 2020 г.
Яла социаллă-культурăлла аталантарас тĕлĕшпе патшалăх шайĕнче те, вырăнта та чылай ĕç тăваççĕ. Çĕнĕ çуртсем тума, хуралтăсем юсама е çĕклеме тĕрлĕ пулăшусем параççĕ, йăла пулăшăвĕсем енĕпе те юлашки çулсенче улшăнусем палăраççĕ. Çапах та ял «ватăлать». Çак шухăшсене палăртрĕ Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов çулсерен иртекен отчетлă пухура. Хăй каланине тĕслĕхсемпе те çирĕплетрĕ.
Асăннă ял тăрăхĕнчи 2 ялта кăçалхи çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 406 хуçалăх шутланса тăрать, вĕсенче 1438 çын пурăнать. Юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче халăх йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать Юрий Геннадьевича. Çакă чи малтанах демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Ача çураласлăх, мăшăрланакансен йышĕ сахал. Акă, пĕлтĕр икĕ ялĕпе те 7 пепке çеç кун çутине килнĕ, ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса каякансем 20-ĕн пулнă. Çĕнĕ 6 çемье çеç чăмăртаннă. Ялти çамрăксенчен чылайăшĕ хулара тĕпленме тăрăшать. Çакă шухăшлаттаракан ыйту. Ялсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ — 40—50 çултан аслăраххисем. Çапах та çĕнĕ урамсем уçăлни, ялтах тĕпленсе «йăва» çавăрас текенсем пурри, яла куçса килекенсем ?сахал пулин те/ тупăнни пăртак шанăç кÿрет. Темĕнле йывăрлăхсем пур пулин те, ял çыннин хавхаланăвĕ, ĕмĕчĕ пур-ха. Çĕр çинче ĕçлесе тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх тытать. Икĕ ялĕпе 300 яхăн пуç сăвакан ĕне пурриех ку тăрăхра хастар çынсем пурăннине, малашлăхшăн тăрăшнине çирĕплетет.
«Ĕне — çур пурнăç», — тенĕ ĕлĕк хресчен. Ку каларăш паян пур енĕпе те тÿрре килмесен те, хальхи вăхăтра ял çыннишĕн сĕт укçа-тенкĕ çăлкуçĕ пулса тăнине кăтартса парать. Сурăх-качака, сысна тытакансем те пур. Икĕ ялĕпе 75 пуç лаша усраççĕ. Хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекенсем те пур.
Пуçтарăннисене тем тĕрлĕ цифрăсем асăнса пуçĕсене çĕмĕрттермерĕ пуçлăх, вăл е ку ыйту патĕнче чарăнсан мĕнле ĕçсем пурнăçланипе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсем çинчен каларĕ.
Акă, Чĕчкен ялĕнче темиçе çул ĕнтĕ шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Ку енĕпе кăткăслăха татса парас тĕлĕшпе «пăр тапраннă». Тĕрлĕ ĕçсене вĕçлесе çитерсен çитес çул асăннă ялта шыв ыйтăвне татса парас шанчăк пур. Пĕлтĕр çулсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Кăçал та ку енĕпе ĕçсем палăртнă. Хăйĕн сăмахĕнче Юрий Лукиянов ялсене тирпей-илем кĕртес, пушартан сыхланас, обществăлла йĕркене пăсакансене хирĕç кĕрешес тата ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Пухăва килнисем пуçлăха тĕрлĕ ыйтусем пачĕç: çÿп-çап пуçтарнăшăн илекен тÿлев виçи, çĕр ыйтăвĕ, çул-йĕр… Вĕсем çине Юрий Геннадьевич мĕн май килнĕ таран тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ.
Ку тăрăхра ырă пулăмсем чылай. Кашни урамах вак чулпа сарса хытарнă. Аслă Чурачăкра чылай киле шыв кĕрет. Ялсене газификациленĕ. Аслă Чурачăк культурăпа информаци центрĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, районти искусство шкулĕн филиалĕ ĕçлет. Художество пултарулăх коллективĕсем районта ирттерекен конкурссемпе фестивальсенче палăраççĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче халăха вырăнтах кирлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ. Унта ятарлă тухтăр çук пулин те, Аслă Çĕрпÿел тата Шурут пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенчен аслă пĕлÿллĕ специалистсем килсе эрнере 2 кун чирлисене йышăнаççĕ. Аслă Чурачăкри вăтам, Чĕчкенти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. Вĕсенче шкул çулне çитмен ачасен кĕске вăхăтлăх ушкăнĕсем пур. Ырă тĕслĕхсем пирки татах та калама пулать. Çавăнпа та пуçтарăннисем пĕр саслăн ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлне «лайăх» паллăпа хакларĕç. Хакĕ хакĕпе те, ялсен пурнăçне тĕрлĕ енлĕ аталантарас тĕлĕшпе татах та тăрăшуллăрах ĕçлемелле. Анчах та çакна валли пĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ çеç мар, унта пурăнакан кашни çын ăнланса, пуçаруллăрах пулса тăрăшни те кирлĕ. «Хамăр пурăнакан вырăн тирпейлĕрех, илемлĕрех пулни хамăршăнах лайăх-çке», — палăртрĕ Юрий Геннадьевич.
Район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Х.С.Идиатуллин Чĕчкен ял тăрăхĕ район, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене, ытти мероприятисене хапăл туса хутшăннине çирĕплетрĕ. Хăй сăмахĕнче вăл ку тĕлĕшпе районти ытти ял тăрăхĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăракансенчен пĕри пулнине палăртрĕ.
Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, Аслăчурачăксемпе Чĕчкенсене ăнăçу сунчĕ. ЧР агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ В.П.Николаев ял малашне те аталанса пырасса шаннине пĕлтерчĕ. Пухура Аслă Отечественнăй вăрçă пынă çулсенче тылра хастар ĕçленĕ 13 ветерана Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халалланă юбилей медалĕпе наградăларĕç. Художество пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Ю.ГАВРИЛОВ
Источник: "Каçал Ен"