Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Лайăх» хак хавхалантартăрччĕ

11 февраля 2020 г.

Иртнĕ çул хуçалăх мĕнле ĕçлесе пынă? Кăçал мĕнле тĕллевсем лартнă? Иртнĕ çулхи кăтартусем çырлахтараççĕ-и? Çакă тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн пĕтĕмлетÿ пухăвĕнче. Калаçмалли, сÿтсе явмалли, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалли пурах. Хуçалăх 2019 çула, пĕтĕмĕшле илсен, япăх мар вĕçленĕ. 2 миллион çурăна яхăн тенкĕ таса тупăш илнĕ. 26 миллион ытла тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци туса илсе сутнă. 22 миллионĕ — выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен. Темиçе çул каялла республикăри пĕр ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи калани аса килет: «Халĕ ÿсен-тăран продукцине выльăх-чĕрлĕх çăварĕ урлă кăларса сутмалла». Апла пулсан чи малтанах çак отрасль çине ытларах тимлеме ыйтмасть-и-ха çакă? Ку, паллах, тĕш-тырă, çĕрулми, пахча çимĕç туса илессине манса каймаллине пĕлтермест. Ял хуçалăхĕнче çак отрасльсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Апатсăр продукци пулмасть, паллах. Анчах выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх кирлех.
«Труд» ял хуçалăх кооперативĕ, пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул япăх мар ĕçлесе пынă. Вăхăтра ака-суха ĕçĕсене пурнăçланă, начар мар тухăç илнĕ. Анчах та вăл тивĕçтерет-и? Паллах, çук. Çакна кооператив председателĕ Р.М.Шарафутдинов та, Г.В.Кузьмин тĕп агроном та хăйсен сăмахĕсенче палăртрĕç. Вăрлăх çине тимлĕх уйăрмалла. Удобрени, им-çамсем çинчен те манса каймалла мар. Çĕр ĕçĕ тĕпрен механизаторсем çине тиенет те, вĕсен те хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла. Çак шухăшсем çинче чарăнса тăчĕ Рустем Минхалимович. Кăçалхи çуракинче акма 30 тонна урпан, 20 тонна туллăн, кукурузăн элита вăрлăхĕсене 3 тонна туяннă. Кĕтÿ çÿретме 20 гектар çине нумай çул ÿсекен курăксен хутăшне акма палăртнă. Ака-суха ĕçĕсем ирттерме хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ илсе килнĕ. Анчах та вĕсен хакĕ çĕр ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ вăхăт умĕн хакланса кайни пăшăрхантарать ертÿçĕне те, Ш.Ш.Гимальдинов тĕп инженера та. Техника çулсерен кивелсе пырать. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем енĕпе лару-тăру аванрах пулин те, тракторсемпе автомашинăсем çулсеренех «ватăлаççĕ». Хирте ĕçлеме паянхи куна тивĕçтерекен хăватлă техника кирлĕ. Çак шухăшсем тавра калаçрĕ тĕп инженер. Пухура ытти специалистсем те отчет туса пачĕç. Цифра хыççăн цифра илсе кăтартрĕç. Анчах та, шел пулин те, вĕсенчен пăшăрхантараканнисем те пур. Тырă тухăçĕ районăн вăтам кăтартăвĕнчен те пĕчĕкрех. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси те пысăках мар. Районта ку енĕпе 6—7 пин чикки урлă каçнă хуçалăхсем пур чухне, 4 пин килограмм ытларах сĕт суса илни çырлахтарать-ши? Хăш-пĕр çулсенче кунта кашни ĕнерен 5 пин çурă килограмм ытла суса илни пулнă. Апла пулсан çав тÿпене çитме майсем пурах. Иртнĕ çул кашни условнăй выльăх пуçне 37,2 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленине шутласан пушшех те.
Район пуçлăхĕ Х.С.Идиатуллин «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче пултаруллă çынсем ĕçленине палăртнипе пĕрлех ĕçре малта пыракан опытсене, çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшмалли çинчен каларĕ. Паянхи кун мĕн пуррипе, мĕн тунипе çеç çырлахса лармалла мар, малалла ăнтăлмалла. Çакна тума Аслăчурачăксемпе Чĕчкенсен пур майсем те пур. Пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп, çыннисем — ĕçчен. Тĕпрен илсен çак шухăшсем çинче чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн ветерансен совечĕн председателĕ, хуçалăха нумай çул ертсе пынă В.П.Николаев кăçал пĕрлешÿллĕ хуçалăха туса хунăранпа 90 çул çитнине пĕлтерсе, юбилей çулĕнче ĕçченсене татах та тăрăшуллăрах вăй хума ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Пире никам та ютран килсе туса памасть. Хамăр хуçалăх шăпи хамăрта. Тăрăшуллăрах ĕçлесен çеç çитĕнÿсем тума пултарăпăр. Вара продукци илесси те ÿсĕ, ĕç укçи те пулĕ. Çапла палăртрĕç пухăва пуçтарăннисем правлени ĕçне «лайăх» хак парса. «Лайăх» халĕ татах та лайăхрах ĕçлеме хавхалантартăрччĕ çеç.
Кооператив правленийĕ ĕçре малта пыракансене Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕ. Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем концерт лартса пачĕç.
Ю.ГАВРИЛОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика