Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук!

06 июля 2018 г.

Çулла çитрĕ. Çанталăк ăшăтнăçем çынсем шыв хĕррине васкаççĕ. Уçă сывлăшпа ăшă шывра чÿхенни камăн кăмăлне уçмĕ? Унсăр пуçне шыва кĕни этем организмĕшĕн те усăллă. Ытларах чух çак киленÿшĕн ачасем каçсах каяççĕ. Çавăнпа та çуллахи кунсенче ашшĕ-амăшĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла.
Тĕслĕхрен, юлашки икĕ эрнере республикăри шывсенче 12 çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çав шутра вара 4-шĕ — ачасем. Акă, июнĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар ГЭСĕн çывăхĕнче Атăлта 9 çулхи ача путса вилнĕ. Июнĕн 27-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнче 6 çулхи ачан, çак кунах Хĕрлĕ Чутай районĕнче 6 çулхи хĕрачан тата Канаш районĕнчи 6 çулхи арçын ачан пурнăçĕсем татăлнă.
Пепкесен пурнăçĕшĕн эпир, аслисем, яваплă. Ачасене шыв хĕррине хăйсене çеç ан ярăр! Вĕсене кÿлĕсемпе юханшывсем хĕрринче хăйсене епле тытма кирлине ăнлантарса парăр, хăйсем палламан вырăнта шыва кĕме юраманни пирки асăрхаттарăр. Астăвăр, хăвăр пĕлмен вырăнта, кĕпер айĕнче шыва ан кĕрĕр. Кÿлĕпе юханшыв тарăнăшне пĕлмесĕр унта чăмни — пурнăçшăн хăрушă! Шыва кĕнĕ самантра пĕр-пĕрне ал-ураран туртни, сĕтĕрни те инкек патне илсе çитерет. Ан манăр, «Купание запрещено!» асăрхаттарса çырнине тĕл пулатăр пулсан шăпана тĕрĕслеме кирлĕ мар. Кÿлĕсемпе юханшывсем тимлĕ пулнине юратаççĕ.

Д.ГАЛКИН

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика