Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй хăна çурчĕсемпе илемлĕ

19 июня 2018 г.

Акатуй уявĕ хаваслă та шавлă иртсе кайрĕ. Вăл асра юлмалла ирттĕр тесе кашниех тăрăшрĕ, паллах. Тĕслĕхрен, районти ял тăрăхĕсем кашни çулах хăна çурчĕсем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Акатуя килекенсем, хăнасем вĕсен хăна çурчĕсемпе уйрăмах кăсăкланса паллашаççĕ. Районта 12 ял тăрăхĕн хăна çурчĕсем те 12 тĕрлĕ. Кăçалхи Акатуйра çакă тÿрремĕнех сисĕнчĕ. Кашни ял поселенийĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ темăна анлăн çутатса пачĕç. Мĕн кăна курса тĕлĕнмерĕмĕр-ши, хакламарăмăр-ши? Вĕсем уява чăннипех те тĕплĕн хатĕрленни, хăна çурчĕсене çынсен кăмăлне каймалла вырнаçтарни куç кĕретех. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов та çирĕплетсе каларĕ.
— Маттур, ĕçе çиелтен мар, тĕплĕн пурнăçланă. Шупашкартан килнĕ хăнасем кашни хăна çуртне хакларĕç. Вĕсем те, эпĕ те тĕлĕннине пытармастăп. Кашни ял тăрăхĕн ĕçĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ, — терĕ Александр Николаевич конкурс ĕçне пĕтĕмлетсе.
Тукай ял тăрăхĕн хăна çурчĕ — чи лайăххи. Аслă Çĕрпÿел, Шурут ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсем — иккĕмĕш вырăнта, Кайнлăксем — виççĕмĕшсем.
Тукай ял тăрăхĕ кăçалхи хăна çуртне «Аваллăха аса илер-и?» темăна халалланă. Чăннипех те çаплах, вĕсен хăна çуртне кĕрсессĕн ĕлĕкхи кил-картишне лекнĕнех туйăнчĕ. Утă капанĕ те, вут касмалли каски те пур, вуттине çывăхрах купаланă, сиплĕ курăксене те хĕле валли хатĕрлесе типме çакнă, савăт-сапи те, лаша кÿлмелли хатĕрĕсем те алă айĕнчех, шăнкăрч йăви те, пуртти те, пăчки те вырăнтах. Тукай ял тăрăхне кĕрекен ялсен ячĕсене те ятарласа илемлĕ çырса хунă. Пĕр сăмахпа каласассăн, Тукайсем темăна туллин уçса панă.
Шурутсем ĕлĕкхи кил-çурта шалтан та, тултан та сăнарланă. Вĕсем качака путеккине те илсе килме ÿркенмен. Аслă Çĕрпÿелсем хăна çуртĕнче «Çĕрпÿел сăри — сиплĕ пыл курки» темăна анлă çутатса йĕркеленĕ. Чăвашсем мĕн ĕлĕкех сăра хатĕрленĕ, хăна-вĕрле пуçтарăнсассăн чи малтан сăрапа хăналанă. Кайнлăк ял поселенийĕн маттурĕсем çутçанталăк темине суйласа илнĕ. Çакăнтах вĕсем кÿлĕ те ăсталанă, пуллисем те, шаписем те «ишеççĕ», хур-кăвакалĕсем те пур. Тĕрлĕ чечексем илемĕпе савăнтараççĕ.
Хăна çурчĕсене пĕр кунта хатĕрлеме май çук. Кунта пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлени кирлĕ. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем вара пур ĕçре те маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç те.
А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика