Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрри-ташши кăмăлтан, хăна çурчĕсем пуян

22 февраля 2018 г.

Эй, çăварни, çу эрни!

Пыллă, çуллă икерчи.

Сивĕ хĕлĕн урине,

Туссем, паян хуçар-и?

Юрласа та ташласа,

Тĕрлĕ вăйă выляр-и?

Урамра февраль хуçаланать. Паллах, хĕл кунĕсем çуркуннене часах парăнмĕç-ха, апла пулин те çуркунне çывхарни çав-çавах сисĕнкелет: кăнтăр вăхăтĕнче хĕвел ăшшăн йăл кулни кăмăла çĕклет, савăк туйăм парнелет.

Февралĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски район центрне сивĕ хĕле савăнăçлă лару-тăрура ăсатса хỹхĕм çуркуннене кĕтсе илме халăх йышлăн пухăнчĕ. Часах акă катаран черчен шăнкăрав сасси илтĕнчĕ, хĕл палли - катемпи - çунса кĕлленнĕ вăхăтра капăрлатнă утсем пĕрин хыççăн тепри ирте-ирте уява татах та капăр сăн кĕртрĕç.

Хĕле ăсатса çуркуннене алă паракансене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ăшшăн саламларĕ. Пĕрлехи уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов та хутшăнчĕ.

- Тăван тăрăха çитни, сире курни мана савăнтарать. Пурсăра та çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тулли телей сунатăп, - терĕ саламласа Кияметдин Садыртдинович.

Уяв программи çав тери пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пухăннисене савăк юрăсем парнелерĕç, купăс çемми вара кашни кураканах ташă ретне йыхăрчĕ. Районти тĕп сцена çинчен çак кун чăваш, вырăс, тутар халăх юрри-кĕвви юхрĕ те юхрĕ. Çепĕç кĕвĕ-çемĕ кашнин чĕрине çепĕççĕн та вăрттăн сăрхăнса кĕрсе халăха савăк кăмăл парнелерĕ. "Каçал", "Кубняночка", "Мишар" ансамбльсен артисчĕсем куракансене çĕнĕ юрăсемпе хавхалантарчĕç.

Ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ хăнасем халăха юрă-ташăпа кăна мар, хăйсем хатĕрленĕ хăна çурчĕсемпе те паллаштарчĕç. Кашниех кил-çурта хăй евĕр йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук-ши унта? Çуллă икерчĕпе кукăль-пỹремеч, пăсланакан çĕрулми, кĕлентĕр, тĕрлĕ çырларан хатĕрленĕ джемсемпе повидло, варени, сĕт юр-варĕ... Сăмаварсем, пăравус евĕр, чашкăрса лараççĕ. Хăна çурчĕн хуçисем кашни иртен-çỹрене пыллă чейпе, икерчĕпе сăйларĕç. Курса киленмелли, туянмалли тавар та çак кун пайтахчĕ.

Районти çар комиссариачĕ умĕнчен вара шăпăрлансен янăравлă сасси илтĕнет. Тĕп библиотека ĕçченĕсем кунта ачасемпе савăнăçлă вăйăсем ирттерчĕç. Шкула, ача садне çỹрекенсем ку лапамра кăмăл туличчен савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, капăрлатнă утсем çинче, понипе ярăнса киленчĕç.

- Çăварни уявĕ питĕ килĕшрĕ, - терĕç кĕçĕн çулхисем.

Кỹлнĕ утсене чи лайăх хитрелетекенсен конкурсĕн çĕнтерỹçисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика