13 февраля 2018 г.
Çак уйăхра районти хуçалăхсенче отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсем иртеççĕ. ЯХПК, фермер хуçалăхĕсен тата колхозсен ертỹçисем ĕçченсене 2017 çулта пурнăçланă ĕçсемпе, çавăн пекех кăçалхи тĕллевсемпе паллаштараççĕ.
Февралĕн 8-мĕшĕнче "Труд" хуçалăхра та отчетлă пуху иртрĕ. Ăна ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Ремис Шарафутдинов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Президиум членĕсене суйласа палăртнă хыççăн хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Минерифкать Минуллин сăмах илчĕ.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче аван ĕçлесе пытăмăр. 2017 çулта пурĕ 182 пăрупа 11 тиха илтĕмĕр. Кăтартусем виçĕмçулхинчен кăшт лайăхрах. Фермăра пирĕн 30 çын ĕçлет, ĕçлекенсен вăтам çулĕ 45-пе танлашать. Ку нумаях мар, анчах та шăпах çак тапхăрта çамрăксене ĕçе илмелле тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен вĕсене ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарса, хăнăхтарса çитерсен аван пулĕччĕ, - терĕ вăл.
Минерифкать абый 2018 çулта туса ирттермелли ĕçсен планĕпе те паллаштарчĕ. Выльăх апатне янтăланипе пĕрлех унăн пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрмалла, ĕнесем тăракан залра транспортер улăштармалла, силоспа сенаж ямисене те юсамалла.
- Хуçалăхри чи нумай сĕт сăвакан доярка - Суембике Мухутдинова. Вăл пĕр ĕнерен çулталăкра 3384 килограмм сĕт суса илчĕ. Çапах та ку кăтартусем чикĕ пулмалла мар, кашни ĕнерен 5500 килограмм сĕт сума хăнăхмалла, пăрупа тиха илессине те ỹстермелле, - терĕ тĕп зоотехник. - Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесен кăна палăртнине пурнăçлама пултарăпăр.
Хуçалăх машинăпа трактор паркне çĕнĕ техникăпа пуянлатас тесе те тăрăшнă. Вĕсем "ДОН" комбайн, культиватор, çĕнĕ йышши арман, дизеллĕ генератор, утă тавăрмалли аппарат туяннă. Хуçалăхра паянхи куна 3 комбайн, вĕсенчен 2-шĕ анчах ĕçре. Тепри вара, ĕçлекен алă пулманнипе, хальлĕхе "канать".
- Иртнĕ çул вăрлăх пĕтĕмпех кондициллĕччĕ, ака вăхăтĕнче им-çампа та усă куртăмăр. Çавна май акнă тырă аван шăтса тухрĕ, çитĕнчĕ. Çанталăк çумăрлă пулсан та тыр-пула хире хăвармарăмăр. Йĕпе-сапана кайнипе хирти кукуруза çеç тĕпĕ-йĕрĕпе вырса илме май килмерĕ, - пăшăрханăвне пытармарĕ Ремис Шарафутдинов.
Ертỹçĕ кăçалхи çул та çăмăл килмессине палăртрĕ. Çанталăка пула хуçалăх çĕртме ĕçĕсене туса ирттереймен иккен. Çуркунне ăна пурнăçламаллах, çакна валли топливо кирлĕ. Тупăш кỹрекен сĕт хакĕ вара чакать, çав вăхăтрах топливо хакĕ ỹссех пырать. Сĕт хакĕ чакнипе кооператив декабрь уйăхĕнче кăна 384 пин тенкĕ çухатнă. 2018 çулта акмалли вăрлăхлăх тырă хатĕр те ĕнтĕ. Çапах та, ниме пăхмасăрах, хуçалăх ертỹçин сăмахĕнче малашлăх пирки шутлани сисĕнсе тăрать, ку вара пурне те шанăç кỹрекен ырă пулăм.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров хуçалăх ĕçченĕсене тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, вĕсене районăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, çав вăхăтрах умри тĕп тĕллевсене палăртрĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
- Тупăш кỹрекен культурăсемпе ĕçлеме хăнăхса пымалла. Тĕслĕхрен, çĕрулмин хакĕ 6 тенкĕпе танлашать пулсан, ăна 2017 çулта 10 тенкĕрен кая сутмарăмăр. Çуркунне унăн хакĕ татах та ỹсесси куçкĕрет. Анчах та пирĕн районти çак культурăн лаптăкĕ, темшĕн, чакса пырать. Ку - пăшăрхантаракан пулăм. Тен, сирĕн те çак енĕпе малаллах аталанмалла? - терĕ Вячеслав Анатольевич.
"Труд" хуçалăха чылай çул ертсе пынă ĕç ветеранĕ Василий Николаев ертỹçĕне çамрăк кадрсене вырăнтах ỹстерме сĕнчĕ. "Паллах, çакна валли шкулта агрокласс уçмалла", - терĕ Василий Петрович. Çакăн пек классем ку ялта хăй вăхăтĕнче пулнă иккен, унта çỹренĕ çамрăксем кашниех хăйне ял хуçалăхĕнче тупнă. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте çемье фермисем йĕркеленĕ, кашниех çĕр ĕçĕпе туслă. Тен, çакна ăша хывни, чăн та, çамрăксене ялах туртĕ?
Пуху ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Пĕр-пĕр ыйтупа сăлтавсăр чăркăшса кĕрсе каякансем, сасă хăпартакансем пулмарĕç. Çакă вара кооператив правлени-йĕпе ĕçлекенсем пĕр тĕллевлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетекен ырă пулăм тесе шутлатăп.
Çав кун Ремис Шарафутдинов председатель хирте, фермăра уйрăмах тăрăшса ĕçлекенсене те палăртса хăварчĕ. Комбайнерсенчен Алимовсен çемйи малти вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Дмитрий Шуряшкин комбайнерпа унăн пулăшуçи пулчĕç.
Чи нумай сĕт сăвакан дояркăсене ертỹçĕ премипе пĕрле пыл парса хавхалантарчĕ. Машинăпа трактор паркĕнче ырми-канми тар тăкакан механизаторсемпе бригада ĕçченĕсем те парнесене тивĕçрĕç.
А.ДЕНИСОВА
Источник: "Каçал Ен"