22 августа 2017 г.
Республикăра пыракан "Халăх инвентаризацийĕ" акципе килĕшỹллĕн, район территорийĕнче усă курман, авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртас тĕллевпе çине тăрсах ĕçлеççĕ.
Çавна май район территорийĕнче усă курман 28 объекта тупса палăртнă. Вĕсенчен 16-шĕ тĕлĕшпе харпăрлăха илме документсене хатĕрлес вăхăта тăснă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче Чĕчкен ял тăрă-хĕнчи 1 объекта - туса пĕтермен ача садне - çитес вăхăтра арендăна пама е сутма палăртаççĕ.
Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хуçасăр куçман пурлăха тупса палăртас, вĕсене харпăрлăха куçарас енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ, документсем хатĕрлеççĕ.
Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ районта пурăнакансене куçман пурлăха харпăрлăха куçарассине вăхăтра пурнăçлама ыйтать.
Ял тăрăхĕсенчи усă курман, юрăхсăра тухнă, авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсем çинчен калакан информацие экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайне е çак адреспа пĕлтермелле: 429140, Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, телефонсем - 8(83539) 5-15-67, 5-14-76.
Источник: "Каçал Ен"