Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Труд" ЯХПКра ĕç вĕрет

04 августа 2017 г.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче пикенсех утă, сенаж хатĕрлеççĕ. "Труд" ЯХПКра та ĕç тухăçлă, кал-кал пырать. Августăн 2-мĕшĕ тĕлне кунти ĕçченсем выльăх-чĕрлĕхе хĕлле тăрантарма пурĕ 100 тонна утăпа 4000 тонна сенаж янтăланă та ĕнтĕ.

Алмаз Миназетдиновпа Александр Яковлев çулнă ешĕл массăна Юрий Григорьев, Решит Гибатдинов, Сергей Наумов, Федор Леонтьев, Ильфат Низамутдинов, Минрамил Алимов, Минрешит Тимергалеев, Миннагем Зейнетдинов тата Алексей Николаев водительсем фермăна турттараççĕ. Сенаж траншейинче вара Дмитрий Шуряшкинпа Геннадий Трофимов тăрăшаççĕ.

"Труд" ЯХПК ĕçченĕсем вырмана та тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем кĕлетсене тасатнă, йĕтемсем те тирпейлĕ, çĕнĕ тырă йышăнма хатĕр.

Чĕчкен ял тăрăхĕн сайтĕнчен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика