Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм ĕмĕрлĕ юбиляр

31 марта 2017 г.

Çак кунсенче Чĕчкен ялĕнче пурăнакан Кадире Фераховна Миннетуллина 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина, Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов, ялти тĕп шкул директорĕ Алсу Гибатдинова килсе çитнĕ.

Кадире тĕнче хĕл ыйхинчен вăраннă тапхăрта кун çути курнă. Вăл Патăрьел районне кĕрекен Шăнкăртам ялĕнче çуралса ỹснĕ. Унăн ачалăхĕ, çав çулсенчи ыттисенни пекех, çăмăл килмен. Хĕрача 1944 çулта асăннă ялти вăтам шкултан вĕренсе тухать.

Мал ĕмĕтлĕ те патвар хĕр тỹпери çут çăлтăра татма ĕмĕтленсе Патăрьелĕнчи учительсем хатĕрлекен училищĕне çул тытать. Дипломлă специалист пулса тăнă хыççăн Кадире Фераховнăна Шурутри 7 класлă вăтам шкулта кĕçĕн çулхи ачасене пĕлỹ пама шанаççĕ. Ял халăхĕ çамрăк учителе хапăл туса кĕтсе илет. Уçă кăмăллă та чипер хĕре Чĕчкен йĕкĕчĕ, Хадзят, куç хывать. Пĕрре курсах чĕрене парăнтарнă хĕре Чĕчкенти 7 класлă шкул директорĕ çухатас темест. Çамрăксем часах шавлă туй ирттерсе çемье çавăраççĕ. Телейлĕ мăшăр ача-пăча çуратса вĕсене тивĕçлĕ пĕлỹ парас тесе ырми-канми тăрăшать. Ачисем пурте вĕреннĕ çынсем. Акă, Илдус ывăлнех илер. Ăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл ĕмĕрĕпе район экономикине аталантарас тесе тĕп агрономра тăрăшнă. Тăван çыннисем ачисене тивĕçлĕ воспитани парайман пулсан Кадире аппан вăтам ывăлне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ ятне панă пулĕччĕç-ши? Хĕрĕ, Йолдыз, Челябинск облаçĕнчи Коркино хулинче тĕпленнĕ. Ун пирки калас пулсан, вăл ĕмĕрĕпе кондитер фабрикинче тăрăшнă. Марат ывăлĕ Йошкар-Олара аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн тăван районти "Луч" колхозра строитель пулса ĕçлеме пуçлать. Унтан Комсомольскинчи вăрман хуçалăхне вырнаçать. Чулпан хĕрĕ Тутарстан Республикине качча тухнă. Амăшĕ евĕр чипер те ăслă хĕрĕн 2 аслă пĕлỹ. Вăл шкулта математика вĕрентет.

Кадире Фераховнан ĕç стажĕ пурĕ 35 çул. Ĕмĕрĕпе вĕрентỹ ĕçĕнче тăрăшнăскере Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Халĕ Кадире аппан 10 мăнук тата мăнукĕсен 9 ачи. Вăл юратнă анне, тарават асанне, кукамай. Эпир ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика