31 марта 2017 г.
Юр ирĕлнĕçемĕн ун айĕнчен тĕрлĕ çỹп-çап тухса пырать. Уйрăмах район центрĕнче, магазинсем, кафесем çумĕнче тата çын йышлă пухăнакан ытти вырăнсенче ытларах куçа тăрăнаççĕ. Хăшĕ-пĕри вĕсене çийĕнчех пуçтарса-тасатса илет, теприсем вара шутламаççĕ те.
Район сăн-сăпатне илемлетес, тирпей-илем кĕртес тесе пурин те вăраха ямасăр ĕçе пуçăнсан питĕ лайăх пулмалла. Çак тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ятарлă йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, апрелĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа майăн 26-мĕшĕччен район территорийĕнче экологи икĕ уйăхлăхĕ ирттерме палăртнă. "Йывăç ларт тата ăна упра" Йывăç кунĕсем те çав тапхăртах пулĕç. Çывăх вăхăтра пурин умĕнче те пĕр тĕллев - çул хĕррисене, тротуарсене, çурт-картиш таврашĕсене, ача-пăча вылямалли лапамсене, газонсене тасатса тирпейлесси, вĕсене йĕркене кĕртесси. Ялсенчи çырма хĕррисене манса хăвармалла мар, мĕншĕн тесен нумай çĕрте шăпах çакнашкал кĕтессем çỹп-çап тăкмалли вырăнсем пулса тăраççĕ. Вăрмана та халăх сĕмсĕррĕн илемсĕрлетет. Асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерессишĕн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен, учрежденисен ертỹçисем яваплă.
Сăваплă та питĕ кирлĕ ĕçе районта чи малтан Чĕчкен ял поселенийĕнче пуçăннă. Унта экологи субботникĕ йĕркеленĕ те. Пĕрлехи ĕçе ял поселенийĕн, культура çурчĕн, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн ĕçченĕсем хутшăннă. Вĕсем администраци çурчĕ, магазинсем, парк, палăк таврашĕсене тасатнă. Пĕлтĕрхи çулçăсене, çỹп-çапа пуçтарнă, тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ.
- Çанталăк ăшăтса çĕр типсен клумбăсем тăвăпăр акă, палăксемпе çуртсем тавра илемлĕ чечексем лартăпăр, - теççĕ субботника хутшăннă маттурсем. Çавăн пекех обществăлла ытти вырăнсене, масарсене те кирлĕ мар çỹп-çапран çывăх вăхăтра тасатма палăртнă.
"Хуçи мĕнле, хуçалăхĕ çапла" теççĕ. Чĕчкен ял поселенийĕ çулленех тирпей-илем ыйтăвĕпе питĕ тимлĕ, çине тăрса ĕçленине палăртас килет. Аслă Чурачăк, Чĕчкен урамĕсене кирек хăçан - хĕлле е çулла - пырса кĕрсен те унта йĕркелĕх хуçаланни куçа тỹрех курăнать. Çак ыйтупа ял поселенийĕпе "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕ килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем те çакнашкал йĕркене хăнăхса çитнĕ. Ахальтен мар вĕсем районта, республикăра та тирпей-илем енчен тĕслĕхлисен шутĕнче.
Пĕрле кар тăрса ĕçлесен çеç палăртнине пурнăçлама пулать. Çавăнпа та кашниех экологи субботникĕсене, йывăçсем лартма хастар хутшăнасса шанатпăр. Тавралăх пире хăйĕн илемлĕ сăн-сăпачĕпе савăнтартăр, хăнасем умĕнче пите хĕретме ан тивтĕр.
Л.ШУРЯШКИНА
Источник: "Каçал Ен"