12 августа 2016 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Кунта пушă ларакан çын çук. Кам уй-хирте, кам йĕтемре тăрăшать. Хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче вара пушă вăхăт тупма пĕлни те лайăх. Ĕçлеме те, канма та пĕлмелле тесе ахальтен каламан. Ĕççи вăхăтĕнче кăштах сывлăш çавăрса илсен вăй хутшăнать-çке.
Ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсен çумĕнчи агитбригадăсем çулсерен вырма вăхăтĕнче ял хуçалăх предприятийĕсене тухаççĕ. Çĕр ĕçченĕсене савăк юрăпа савăнтараççĕ.
Акă, августăн 10-мĕшĕнче Шурут ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем "Урожай" колхоз йĕтемĕсене çитнĕ, унти ĕçченсене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарнă. Агитбригада юрăçисем концерт программине ял çыннисен кăмăлне каймалла йĕркеленĕ. Шỹтсемпе юрăсем те чылай пулнă репертуарта. Куракансем палланă халăх юррисене хапăлласах йышăннă.
Ĕнер вара Аслă Чурачăкри ял клубĕ çумĕнчи "Илем" ушкăн "Труд" ЯХПК йĕтемне çитнĕ. Елена Просвирнова, Елена Шуряшкина, Светлана Григорьева, Ольга Николаева тата Сергей Просвирнов аккомпаниатор çĕр ĕçченне халалланă концерт программипе паллаштарнă. Вĕсене коллектив кăмăлласа йышăннă, тăвăллăн алă çупнă. Илемлĕ чăваш юррисем ĕçченсен кăмăлĕсене хăпартнă. Светлана Григорьева библиотекарь ял ĕçченĕсене периодика изданийĕсемпе паллаштарнă.
Пур хуçалăхра та ĕç кал-кал пырать. Йĕтем тĕш-тырăран пуян. Çанталăк уяр тăнă чухне пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçламалла. Çитĕнтернĕ тыр-пула çапса тĕшĕленипе çеç мар, ăна алласа пỹлмесене вырнаçтарни паха. Кăна хуçалăх ертỹçисем те, ĕçченсем те лайăх пĕлеççĕ. Çавна пулах тăрăшса вăй хураççĕ.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"