Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене юсаççĕ, сараççĕ

26 июля 2016 г.

Шыв-шурлă, йĕпе-сапаллă çанталăкра çул-йĕр хăвăрт пăсăлать, лакăм-тĕкĕмленсе каять. Çулла - вĕсене юсама питĕ меллĕ, хăтлă вăхăт. Ял поселенийĕсен администрацийĕсем çулсене тытса тăма бюджетран уйăракан укçа-тенкĕпе çак ĕçсене шăп халь пурнăçлаççĕ те.

Акă, иртнĕ эрнере Тукай ял тăрăхне кĕрекен икĕ ялта çулсене юсанă. Вутлан ялĕнчи Новая тата Ленин урамĕсенче çула хăпартса вак шур чулпа 400 метр сарнă. Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи çул-йĕре юсама та вăхăт çитнĕччĕ. Унти Киров урамĕнчи 195 метр çула юсанă. Çак ĕçсене "Батыревская" механизациленĕ колонна ĕçченĕсем пурнăçланă, ял çыннисем те пулăшнă.

Чĕчкен ял тăрăхĕнче те çулсене тытса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ кунсенче Аслă Чурачăк ялĕнчи Новая урамри 200 метр çула юсаса шăтăк-путăксене хупланă.

Лайăх çулсемпе çỹреме чăнах та аван. Сарса панине кура упрама пĕлесчĕ тата пирĕн, трактор-машинăпа çĕмĕрес марччĕ.

Л.ГЕОРГИЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика