Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марье аппа - 95 çулта

08 апреля 2016 г.

Чĕчкен ял тăрăхĕ вăрăм ĕмĕрлĕ çынсемпе пуян: Сатира Хамидуллова, Сейри Минебаева, Елена Макарова 90 урлă каçнă. Вĕсенчен чи асли вара - Мария Мартыновна Флегентова. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕнче 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак паллă кунпа Мария Мартыновнăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина, Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов саламланă. Светлана Геннадьевна РФ Президенчĕ В.В.Путин янă салам открыткине вуласа панă, асăнмалăх парнепе чысланă.

Мария Мартыновнăн пурнăçĕ çăмăлах килмен. Унăн вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене туллин тỹсме тивнĕ. Вăл Аслă Чурачăк ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Вĕсем çемьере 13 пĕртăван пулнă. Мария Мартыновна 1942-1948 çулсенче Вутланри ача çуртĕнче нянькăра тăрăшнă, вăрман каснă.

Вăрçă хыççăн 1986 çулчченех колхозра ĕçленĕ. Аслă Отечествăлла вăрçăн юбилей медалĕсем çемье архивĕнче упранаççĕ. Паянхи куна кинемей хĕрĕпе Вера Николаевнăпа тата унăн çемйипе киленсе пурăнать, 7 мăнукĕпе мăнукĕсен 2 ачи пуçтарăнсан чунтан хĕпĕртет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика