Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президентран - салам çырăвĕ

23 декабря 2015 г.

Иртнĕ эрнере Чĕчкен ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăсенчен пĕри - Сатира Миначетдиновна Хамидуллина - 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сатира Миначетдиновна - ĕç ветеранĕ.

Вăл 40 çул ытла "Игенче" колхозра тăрăшнă. Çичĕ ачине пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăшăрĕ вăрçă суранĕсене пула çĕре ир кĕнĕ. Сатира аппа пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарса, çутă малашлăх пирки ĕмĕтленсе шав малалла утнă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене мăшăрлантарнă, мăнукĕсемпе вĕсен ачисене утьăкка сиктерсе савăнать. Тăхăр теçеткене çитнĕ ватă хаçат-журнал вулама, телевизор пăхма кăмăллать. Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнаканскер, вĕсене кил-çуртра кăштах та пулин пулăшас тесе тăрăшать.

90 çулхи юбилей ячĕпе Сатира Миначетдиновнăна РФ Президенчĕ Владимир Путин салам открытки янă. Кинемейшĕн калама çук пысăк парне ку. Вăл хăйне çуралнă кун ячĕпе саламланăшăн, вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсене парăнтарса, колхозра чылай çул вăй хунине манманшăн чĕререн тав тăвать.

- Пире, ватăсене, салам открытки çитерни, хисеплени чĕре çине çу сĕрнĕ пекех, - тет савăнса Сатира аппа.

А.МАРИЯН

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика