Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕ

12 декабря 2015 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн сĕнĕвĕпе килĕшỹллĕн, 2013 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа кашни çулах РФ Конституци кунĕнче Пĕтĕм Раççейре çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кун иртет. Кăçалхи декабрĕн 14-мĕшĕнче, вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, çынсене Раççей Президенчĕн Мускаври, федераци округĕсенчи, Раççей субъекчĕсенчи администраци центрĕсенчи йышăну пỹлĕмĕсенче, регионти патшалăх влаç органĕсенче, ĕç тăвакан влаç тытăмĕсенче, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче йышăнаççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çынсене патшалăхăн е вырăнти хăйтытăмлăхăн кирек хăш органĕсенче те çынсен ыйтăвĕсене, çырăвĕсене туллин татса парасси.

Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕнче çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе Раççей Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пỹлĕмне, Чăваш Республикин патшалăх органĕсене, Комсомольски район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене маларах палăртнă вăхăтра килме пултараççĕ. Йышăнăва чĕрĕ черет мелĕпе йĕркелеççĕ, çумра паспорт е хăв кам пулнине ĕнентерекен урăх документ пулмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика